Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » " Урă мар водитель" рейд

31 октября 2012 г.

А.ИЛЬИН, обществăлла хăрушсăрлăх центрĕн ертÿçи.

Октябрĕн 26-28-мĕшĕсенче республикăра "Урă мар водитель" рейд иртнĕ.

Кун пек рейдсене тăтăшах йĕркелеççĕ пулин те, çул çине эрех-сăра тутаннă хыççăн тухакансен шучĕ чакмасть. Хальхинче те, акă, Шупашкарта тата районсенче 102 урă мар водителе тытса чарнă. Районти кăтарту та савăнтармасть – рейд вăхăтĕнче çул-йĕр хăрушсăрлăх ĕçченĕсен аллине 4 урă мар водитель çакланнă.

Хăшĕ-пĕрисем тата пĕрре ÿсĕрле руль умне ларса водитель удостоверенийĕсĕр юлнă пулсан та татах çула тухма хăрамаççĕ. Кайран вĕсен айăпĕпе аварисем пулаççĕ. Акă октябрĕн 25-мĕшĕнче Патăрьел районĕнче хăрушă авари пулнă – каçхи ултă сехет тĕлнелле ВАЗ-21113 автомобиль водителĕ (сентябрь уйăхĕнчи "Урă мар водитель" рейд вăхăтĕнче правасăр юлнăскер) хирĕç килекен ВАЗ-21150 автомашина çине кĕрсе кайнă. Машинăсем çапăннине пула икĕ водитель (1948 тата 1968 çулта çуралнăскерсем) тата ВАЗ-21150 автомашинăри пĕр пассажирка (1950 çулта çуралнăскер) пурнăçĕ татăлнă. Çак машинăрах пынă икĕ хĕр ачана вара (1999 тата 2000 çулта çуралнăскерсене) питĕ хытă аманнăран Шупашкарти больницăна леçнĕ. Вĕсене ачасене лартса çÿремелли ятарлă вырăнпа пыни вилĕмрен çăлса хăварнă пулинех.

Çул çинче питĕ асăрхануллă пулмаллине, "хĕрĕх градуслине" тутансан руль умне ларса çула тухма юраманнине тепĕр хут аса илтеретпĕр! Водитель тимсĕрлĕхĕпе явапсăрлăхне пула çын сывлăхĕ сиенленме, пурнăçĕ татăлма пултарать.

ŸСĔРЛЕ РУЛЬ УМНЕ АН ЛАРĂР!!!

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика