Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Грипп – анлă сарăлнă инфекци чирĕ

06 октября 2012 г.

А.АФАНАСЬЕВ, район больницин врач-эпидемиологĕ.

Çивĕч распираторлă вируслă инфекци (ОРВИ) шутне тĕрлĕ вируссене пула ерекен чирсем кĕреççĕ. Вĕсене пĕр ушкăна пухаканни – сывлав çулĕсен лăймакаллă витĕмĕ сиенленни.

Уйрăмах çанталăк сивĕтсен шăнса пăсăлнипе ОРВИ-пе аптăрать чылайăшĕ. Çивĕч распираторлă вируслă инфекцие тепĕр чухне грипп тесе те калаççĕ. Грипп тата ОРВИ – чи анлă сарăлнă инфекци чирĕсем. Тĕнчипе илсен, вĕсемпе чирленĕ тĕслĕхсем пĕтĕм инфекци чирĕсен 95 проценчĕпе танлашаççĕ.

ОРВИ-пе е гриппа йывăррăн чирлесен чĕре тытăмне, сывлав органĕсене, нерв тытăмне тата ытти органсене питĕ хытă сиенлеме пулать.

Чир паллисем: сунас ерет, кĕлетке температури ÿсет, пыр хĕрелет, ÿслĕк аптăратать, пуç ыратать.

Гриппа ытларах шкул çулне çитмен ачасем, час-часах ОРВИ-пе чирлекенсем, 60 çултан иртнĕ çынсем чирлеççĕ.

Грипран сыхланмалли мелсенчен пĕри – вакцинаци. Чи малтанах прививка медицина ĕçченĕсене, йăла ыйтăвĕсемпе тивĕçтерекенсене, транспортпа ĕçлекенсене, вĕренÿ заведенийĕсенче тăрăшакансене, шкул ачисене, студентсене, ача садне çÿрекенсене тумалла.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика