Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Телефонпа шăнкăравласа улталаççă

06 октября 2012 г.

В.БЕЛОВ, районти полици уйрăмĕн начальник çумĕ.

Юлашки вăхăтра республикăра телефонпа шăнкăравласа улталанă тĕслĕхсем нумайланнă.

Ытларах çапла майпа улталаççĕ:

1. Шăнкăравлакан эсир пĕр-пĕр парне – сотовăй телефон, утюг, телевизор, автомашина, çул-çÿреве каймалли путевка – выляса илнине пĕлтерет. Анчах та çав япалашăн пĕр-пĕр счет е абонент номерĕ çине укçа – налук е компенсаци тÿлевĕ – куçармалла иккен. Ан ĕненĕр! Чăннипех мĕн те пулин выляса илсен çав япалашăн укçа тÿлемелле мар. Укçа ыйтаççĕ пулсан – сире улталасшăн!

2. Сирĕн тăван пĕр-пĕр инкеке лекнĕ тесе полици сотрудникĕсем е власть представителĕсем пек пулса шăнкăравлама пултараççĕ. Ăна пулăшма пĕр-пĕр счет çине укçа куçарма ыйтаççĕ. Ан ĕненĕр! Тăванăрсем патне шăнкăравласа вĕсем ăçта пулнине ыйтса пĕлĕр.

3. Калăпăр, сирĕн юлташ, тăван е паллакан çын сотовăй телефонне çухатнă. Çав номерпе шăнкăравласа сирĕнтен "пулăшу" ыйтаççĕ, укçа куçарма хушаççĕ. Ан ĕненĕр! Мĕн пулса иртнине тĕплĕн ăнланмасăр нимĕнле укçа та ан куçарăр.

Сирĕн пата кам та пулин улталама хăтланса шăнкăравларĕ пулсан çийĕнчех полицине пĕлтерĕр.

Çавăн пекех социаллă ĕçченсем пек пулса тĕрлĕ эмелсем, кремсемпе маçсем, массажерсем, чейниксем сутса çÿрекен çамрăксенчен асăрханăр. Вĕсене пÿрте ан кĕртĕр! Ун пек çынсене курсан сăнĕсене, вĕсем çÿрекен машина номерĕсене ас туса юлма тăрăшăр, тÿрех районти полици уйрăмне 02, 8 (83551) 2-11-02, сотовăй телефонпа 112 номерсемпе шăнкăравлăр.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика