Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕркунне те çитрĕ, хĕл çывхарать...

03 октября 2012 г.

Кĕркунне те çитрĕ, йĕпе-сапа та пуçланчĕ. Кĕçех хĕлле те хăйĕн алăкне уçса кĕрĕ. Сисĕнмесĕрех вăхăт иртет. Анчах çулла вĕçленчĕ тесе çынсен лăпланса ларма иртерех. Кĕркунне те ĕç нумай. Акса-лартса çитĕнтернĕ пахча çимĕçе пуçтарса илмелле, упрама хумалла. Хĕл пуçланас умĕнхи ĕçсене вĕçлемелле. Паллах, кил-çурт таврашĕнчи тирпей-илем çинчен те манса каймалла мар. Шурă юр çÿп-çапа хупласа куç умĕнчен пытарать тени те вырăнлă мар. Çуркунне каллех кăмăла хуçакан ÿкерчĕке сăнама тивет. Çавăнпа та паян тумалли ĕçе ырана хăварар мар. Тасалăхра, тирпейлĕхре пурăнни хамăршăнах аван-çке.

Организацисен, предприятисен, обществăсен территорийĕсенче те тасамарлăха, тирпейсĕрлĕхе куратăн. Машина-трактор паркĕсенче те "çамрăк вăрман" çитĕнет тесе пĕр иккĕленмесĕрех калама пулать. Лавккасен таврашĕсенче те çакнашкалах ÿкерчĕк сăнланать. Умĕсенче тирпейлĕ пулсан, хыçала кайса пăхсан шуйттан та урине хуçать.

Урампа утса пынă чухне çĕр çине пирус тĕпне, канхвет хутне е ытти ăпăр-тапăра пăрахма юраманни çинчен те манатпăр. Варкăш çилпе сапаланать вара çÿп-çап таврана вараласа. Уйрăмах каçпа е çĕрле тавралăха варалаççĕ. Ирхине унта е кунта эрех-сăра кĕленчи, хутаç йăваланать. Çакна çамрăксем пурнăçланине тÿрех ăнланатăн.

Йывăç-тĕм лартмалли кĕркуннехи тапхăр та çитрĕ. Çĕр-çĕр хунав лартăпăр. Анчах вĕсене лартнипе кăна мар, упрама та, пăхса çитĕнтерме те тăрăшмалла. Енчен те урамсенче çаплипех качакасем, сурăхсем çÿресен йывăç-тĕм хунасси пирки калаçма та кирлĕ мар. Выльăх-чĕрлĕх тытатăн пулсан, ăна кĕтÿре çÿретмелле е кăкарса тăмалла. Ĕне-пăру, сурăх-качакасене пула миçе çын хĕн курмасть-ши? Ирĕкри выльăх пахчасене кĕрсе кăшманпа кишĕре кăшласа тухать, ытти пахча çимĕçе хуçса, таптаса хăварать. Нивушлĕ эпир çын ĕçне хаклама пĕлместпĕр; Çав таранчченех чунсăрланса çитрĕмĕр-ши?

Паян октябрь кăна-ха, ытла сивĕсемех хăратмаççĕ. Çанталăк условийĕсемпе усă курса кашни çыннăнах çурт-йĕр таврашĕнче, кил умĕнче, урамра тирпей-илем ĕçĕсене туса ирттермеллех. Пухнă çÿп-çапа вара палăртнă вырăна кайса тăкмалла. Çырма-çатрана, ял хĕррисене тухса силлер мар. Хамăр пурăнакан кил-çурт таврашне тирпейлесе ытти вырăна çÿп-çаппа варалани ан пултăрччĕ.

Масарсем пирки те манса каяр мар. Унта эпир Мăн кун умĕн кайса тасататпăр та, тепĕр çулччен аса та илместпĕр. Курăк вара çывăрмасть, ялан хĕвел патнелле кармашать, хĕрессене хуплать.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн хушăвĕпе çывхарса килекен 2013 çула Тăван тавралăха сыхламалли çулталăк тесе палăртнă. Апла пулсан çут çанталăка упрасси, ăна тасалăхра тытасси – кашнин тивĕçĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика