Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сĕт туса илекенсен субсиди илме документсем тăратмалла

05 сентября 2012 г.

А.Оринова.

Ял хуçалăхĕнче тавар туса илекенсене, çав шутра харпăр хăй хушма хуçалăхĕ тытакан граждансене тата агропромышленность комплексĕнчи организацисене продукци туса илме тата реализацилеме тухакан тăкаксен пĕр пайне саплаштарма республика бюджетĕнчен субсидисем памалли правилăсемпе килĕшÿллĕн пирĕн районта кăçалхи июнь-июль уйăхĕсенче 2187 харпăр хăй кил хуçалăхĕ 1 миллион та 600 яхăн литршăн (илекен субсиди сумми 2 миллион та 380 пин те 734 тенкĕпе танлашать) документсем тăратнă. Пурĕ вĕсен 2 пин те 729 ĕне пулни палăрать.

Субсиди ялта тавар туса илекенсен счечĕсем çине çитес вăхăтра, сентябрь уйăхĕнче, куçмалла.

Кун пирки эпир иртнĕ уйăхра калаçса асăннă ĕçе пурнăçа кĕртнĕччĕ. Хаклă вулакана тепĕр хут аса илтеретпĕр, килти хушма хуçалăх тытакан граждансен август уйăхĕшĕн субсиди илме сентябрĕн 10-мĕшĕччен документсене ял тăрăхĕн администрацине тăратмалла.

Аса илтеретпĕр: субсидие тивĕçес тесен хушма хуçалăх тытакан граждансен çакăн пек хутсем хатĕрлемелле:

• субсиди пама ыйтса, укçа куçармалли реквизитсене кăтартса ятарлă формăпа Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви ячĕпе çырнă заявлени;

• июнĕн 1-мĕшĕ тĕлне килте миçе ĕне пулнине хуçалăх кĕнекинчен çырса илни, ăна ял тăрăхĕн администрацийĕ çирĕплетмелле;

• сĕт йышăнакансем панă справка.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика