Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чир тасамарлăхран пуçланать

08 сентября 2012 г.

Е.Иванова, Чăваш Республикин гигиенăпа эпидемиологи центрĕн Çĕмĕрлери

Сывлăх нимрен хаклине аса илтерсе вулакансене шĕвĕрĕлчен сиенĕ пирки каласа кăтартас килет. Вăл пыршăлăхра çулталăк таран пурăнать. Çăмартисене аталанма 24 градус та çителĕклĕ. Сивĕ те шар кăтартаймасть вĕсене. Çавна май вăхăтлăх аталанма пăрахнăскерсем çăмăллăнах хĕл каçаççĕ.

Шĕвĕрĕлчен ами 25-40 сантиметр таран, аçи 15-25 сантиметр тăршшĕ çитĕнме пултарать, Пысăккисем кунсерен 200000 çăмарта хываççĕ. Куçа курăнманскерсем каяшпа çут çанталăка лекеççĕ. Таса мар алă, пахча çимĕç, улма-çырла урлă каллех çын организмне çакланаççĕ. Унсăр пуçне шĕвĕрĕлчен çăмарти апата тусанпа пĕрле вĕçсе ÿкме пултарать. Атă-пушмак çумне те çыпăçать вăл.

Çынсем çак амакпа çуллахи тата кĕркуннехи вăхăтра ытларах чирлеççĕ. Ытларах чухне шĕвĕрĕлчен ачасене аптăратать, мĕншĕн тесен аслисем санитарипе гигиена йĕркине пăхăнаççĕ, вĕсен иммун тытăмĕ те çирĕпрех.

Чир ернине малтанах палăртма пулать. Кĕлеткене шатра тухать, пĕвер сиенленет, ÿпке шыçма пуçлать. Унсăр пуçне пуç, хырăм ыратать, апат анмасть, хăстарать. Çын канлĕ çывăраймасть, сăлтавсăрах тарăхать. Хырăмлăх, ват хăмпи шыçсан хăйне пушшех япăх туять.

Каяша тĕрĕслени – диагноз лартмалли чи çăмăл мел. Чиртен хăтăлма тухтăр çырса панă эмел пулăшĕ.

Шĕвĕрĕлчен ан ертĕр тесен пурăнмалли вырăна таса тытмалла, пахчана çĕрнĕ тислĕкпе имçамламалла. Пахча çимĕçпе улма-çырлана лайăх çуса çимелле. Апатланас умĕн тата çĕр çинче ĕçленĕ хыççăн алла супăньпе çумалла.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика