Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йывăç ларт та ăна упра

08 сентября 2012 г.

Çак ятпа кăçалхи сентябрĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 10-мĕшĕччен республикăри акцийĕн кĕрхи тапхăрĕ иртĕ.

Ăна Чăваш Республикин Вĕренÿ министерствин "Шкул тулашĕнчи ĕçсен "Эткер" центрĕ" йĕркелет. Акцие шкул ачисем, вĕрентекенсем, ача-пăчасен тата çамрăксен обществăлла организацийĕсем хутшăнма пултараççĕ. План тăрăх акци темиçе направленипе иртĕ: шкул питомникĕсене йĕркелесси тата вĕсенче вăрманти ÿсен-тăран культурисене, йывăçсене тата тĕмсене лартасси. "Эпĕ йывăç лартрăм!" сочиненисен конкурсĕ те пулĕ.

Сочиненисене тата отчетсене октябрĕн 15-мĕшĕччен çак адреспа, электронлă почтăпа, ярса памалла: etker-eko@yandex.ru.

Ĕçсене критерисене пăхса хаклĕç: питомникра пĕтĕмĕшле лартнă тата чĕрĕлнĕ хунавсен шучĕ, çак ĕçе хутшăннă вĕренекенсен хисепĕ; йывăçсен тата тĕмсен шучĕ, лартакансен хисепĕ.

Мероприятие хутшăннă вĕренÿ учрежденийĕсемпе йĕркелÿçĕсене дипломсем парса чыслĕç, çĕнтерÿçĕсене – парне. Сочиненисен конкурсĕн çĕнтерÿçисем те дипломсене тивĕçĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика