Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăçран уйрăлма ан васкăр!

12 сентября 2012 г.

М.Сорокина

Статистика кăтартăвĕсемпе Раççей Федерацийĕ харпăр хăй çине алă хурса пурнăçран уйрăлассипе тĕнчере улттăмĕш вырăн йышăнать. 15-19 çулхи çамрăксем хушшинче вилессипе вара Европа шайĕнче – пĕрремĕшсем. Юлашки виçĕ çулта ку кăтарту 37 процент ÿснĕ.

Пирĕн районта та хăйсен ирĕкĕпе пурнăçран уйрăлакансем йышлă. Çакăнса вилекенсен йышĕпе эпир республикăра иккĕмĕш вырăнта.

Мĕн хистет-ха этеме хăй çине алă хума;

Пурнăç нихăçан та йывăрлăхсăр пулмасть. Кăткăс та йывăр ыйтусем кашнин умнех тухса тăма пултараççĕ. Çак йывăрлăхсене çĕнтерейменнипе, чун ыратăвне ирттерме вăй çитерейменнипе пурнăçран уйрăлаççĕ те хăшĕ-пĕрисем. Психика тĕлĕшĕнчен хавшакрах, малашлăха пĕр шанчăксăр пăхакансем çапла майпа хăйсене çăмăллăх кÿретпĕр теççĕ пулинех.

Юлашки 20 çул хушшинче хăйсем çине алă хуракан çамрăксен шучĕ икĕ хут ÿснĕ. 14-24 çулхи çамрăксенчен 30 проценчĕ вилесси çинчен шухăшлать, каччăсенчен 6 проценчĕ, хĕрсенчен 10 проценчĕ хăйсем çине алă хурать.

Хăйсен ирĕкĕпе пурнăçран уйрăлакансенчен 90 проценчĕ психика тĕлĕшĕнчен хавшанине палăртнă. Хăш-пĕр специалист шухăшĕпе, хăй çине алă хуракансен 10 проценчĕ çеç вилес шухăш тытнă, 90 проценчĕ çавăн пек майпа хăйсем çине пăхтарасшăн пулнă.

Пÿклĕ вилĕмпе вилнин сăлтавĕ тĕрлĕрен: çемьере килĕшÿ çукки, аслисем хăратни, вĕрентекенпе хирĕçни, пĕрле вĕренекенсемпе пĕр чĕлхе тупайманни, ыттисем асăрхаманни, никам та юратман пек туйăнни, пĕчченлĕх, наркомани, алкоголь вăйлă сарăлни тата ытти те.

Интернетра та питĕ асăрхануллă пулмалла. Унта психологи пулăшăвĕ паракан сайтсем пек курăнакан, чăннипе вара хăйсем çине алă хуракансен виртуаллă клубĕсем чылай.

Уйрăмах çуркунне, çут çанталăк чĕрĕлнĕ вăхăтра, чун ыратăвĕпе йывăрлăхсем ытларах палăрнă чух, харпăр хăй çине алă хурасси ÿсет. Тĕслĕхрен, апрель уйăхĕнче хăйсен ирĕкĕпе çут тĕнчерен уйрăлакансен шучĕ çулталăкри вăтам кăтартусенчен 120 процент пысăкрах.

Пурнăçран вăхăтсăр камсем уйрăлаççĕ;

- Унччен те харпăр хăй çине алă хума хăтланнисенчен 30 проценчĕ çак усал ĕçе каллех тăвать.

- Вилесси пирки, пурнăçран уйрăласси çинчен калаçакансем, харпăр хăйне сиен кÿме хăтланакансем.

- Çемьере унччен те кам та пулин харпăр хăй ирĕкĕпе пурнăçран уйрăлнă пулсан.

- Эрехе пула. Алкоголизмпа чирлисенчен 25-30 проценчĕ хăйне хăй вĕлерет. Çамрăксем хушшинче кун пеккисен шучĕ татах пысăкрах.

- Наркотик йышăнакансем.

- Вăраха кайнă депрессирен тухайманнисем тата йывăр чирлĕ çынсем.

- Çывăх çыннисенчен, тăванĕсенчен хăшĕ те пулин вилнине чăтайманнисем (уйрăмах йывăр çухату хыççăн пĕрремĕш çулхине).

Пулăшас тесен мĕн тумалла?

Чылай чухне çывăх çынни хăй çине алă хунине пĕлсен тăванĕсем кун пирки шутлама та пултарайманни çинчен калаççĕ. Анчах та чăннипех те вилме шутлакансем çакăн çинчен тĕрлĕ майпа систереççех. Никам та ăнсăртран, шутламан çĕртен хăй çине алă хумасть. Çавăнпа та тăванĕсен, çывăх çыннисен йывăр вăхăтра пулăшма, ăнланма тăрăшмалла, усал шухăшсене сирме тăрăшмалла, çынна калаçтармалла, вăл мĕн каланине тимлĕн итлемелле, унпа тавлашмалла мар, пĕччен пăрахса хăварас çук. Специалистран пулăшу ыйтни те пулăшĕ.

Юлашкинчен çапла калас килет: пурнăçран уйрăлма ан васкăр! Пурнăç илемлĕ те илĕртÿллĕ. Темле йывăрлăхран та тухма пулатех. Ун пек самантсенче сире çывăх çынсем пăрахмĕç.

Эсир пĕчченлĕхре-и? Пурнăçра, ĕçре, хутшăнусенче йывăрлăхсем сиксе тухрĕç-и? Сире ăнлану тата тĕрев кирлĕ-и? Сирĕн хăвăра илттерес килет-и? Республикăри шанăç телефонĕпе (8-800-100-49-94) шăнкăравласан сире психотерапевтсемпе психологсем пулăшĕç.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика