Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хаяр шĕвек ăс-тăна пăтратать

15 сентября 2012 г.

А.ПРОХОРОВСКАЯ, Чăваш Ен Сывлăх сыхлавĕн министерствин токсикологĕ.

Кулленхи пурнăçра сасартăк "леш тĕнчене" ăсаннисен 98 проценчĕ алкоголь япалисене ăша ярса сиенленнипе пулать. Кун пеккисене вăхăтра медицина пулăшăвĕ пама та май çук.

Эрех спиртне чи малтан пирĕн эрăри 6-7-мĕш ĕмĕрсенче шутласа кăларнă. Ăна пуçараканĕсем – араб çĕр-шывĕсем. Хăйсем ку шĕвеке "алкоголь" тенĕ, ку сăмах "тăнран яракан" тенине пĕлтерет.

Алкоголь наркăмăшĕ спирт 12 процент тата унтан ытларах шĕвеке ĕçнипех пулма пултарать. Этил спирчĕ шывпа хăвăртрах хутшăнать. Пыршăсенче, хырăмлăхра çаврăнса вăл юнпа пĕрлешет. Çапла майпа алкоголь пуçа пырса "çапать", пĕверпе пÿрене кĕрсе çитет. Апат çини, çăвара мĕн те пулин "хыпни" час ÿсĕрлессине кăштах чарса тăрать. Вар-хырăм чирĕсемпе аптракансем, черкке ÿпĕнтернĕ хыççăн нимĕн те "çыртманнисем" тÿрех чире каяççĕ. Çакна асра тытăр: ÿт-пĕве кĕнĕ алкоголĕн 10 проценчĕ 7-12 сехетрен тин кĕлеткерен сăрхăнса тухать. Этил спирчĕ нерв тытăмне хытă хавшатать. Пуç мими сиенленет. Ахальтен мар-тăр тăтăшах эрех ĕçекенсем: "Чăтма çук пуç ыратать", – тесе хаш та хаш сывласа çÿреççĕ. Нерв тытăмне кĕнĕ алкоголь япали ĕçлес пултарулăха чакарать. Эрехе лăшсăр ĕçекенсен нерв клеткисем вилсех пыраççĕ. Ахальтен мар "Эрех – ăс-тăнапа сывлăх тăшманĕ", – теççĕ.

Çын пĕр сехетре 96 процентлă спирта 300 миллилитр чухлĕ ĕçсен "леш тĕнчене" кайма пултарать. Эрех ĕçсе наркăмăшланнă çын ăс-тăнне çухатать ("ухмаха тухать", теççĕ ун пеккисене), сывлăшĕ пÿлĕнет, чĕри чикме тытăнать, ăш-чикĕ пăсăлать, тытса пăрахма пуçлать.

Халĕ тата пур çĕрте те çакăн пек "чир" пуçланчĕ: аптекăсенче-и е пĕр-пĕр вăрттăн кĕтесре "фанфурик" текен пĕчĕк кĕленчесене сутаççĕ. Те юри, те илĕртсе "Антисептика хатĕрĕ, ăша ямалли мар", – тесе çырнă этикеткисенче. Арçынсем те, хĕрарăмсем те самаях туянаççĕ çавăн пек кĕленчесене. Кунашкал пăтранчăк шĕвексемпе çыхланма кирлĕ мар.

"Эрехпе иртĕхни – хăвна хăв ухмаха кăларни", – тенĕ Гиппократ ăсчах. Çакна пурин те асра тытасчĕ.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика