Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Полици итлет

22 августа 2012 г.

А.Дмитриев, РФ ШĔМ-ĕн Çĕмĕрлери уйрăмĕн юристконсульчĕ.

Граждансенчен преступлени туни çинчен пĕлтерекен заявленисене çирĕп йĕркепе илме йышăннă.

Çакăн пек регламент çирĕплетнĕ Раççей Федерацийĕн шалти ĕçсен Министерстви кăçалхи мартăн 1-мĕшĕнче йышăннă хушура. Унпа килĕшÿллĕн гражданин преступлени пирки пĕлтерес терĕ пулсан, заявление дежурнăй ятарлă журнала кĕртме тивĕç. Инструкци тăрăх, вăл журнала кашни кунах тĕрĕслемелле. Анонимлă çырусене те пăхса тухмалла, тĕрĕслемелле пулать. Заявление пуринчен те йышăнма тивĕç: Раççей гражданĕ-и, ют çĕр-шыв çынни-и, гражданлăхсăр-и – пурне те пулăшмалла. Ăна вăл çырупа, почта урлă та, электронлă çырупа та, телефонпа та пĕлтерме пултарать. Анчах çырура киревсĕр тата пĕр-пĕрне кÿрентерекен, ăнланмалла мар, вуланмалла мар сăмахсем пулмалла мар. Ун пек заявленисене пăхса тухмаççĕ.

Регламентпа заявлени çыракана, енчен те вăл полици уйрăмне хăй килчĕ пулсан, çур сехетре йышăнма тивĕç, хуравне е йышăнăвне вара 15 кунран кая мар памалла.

Çавăн пекех кăçалхи майăн 17-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн социаллă аталану тата Сывлăх сыхлавĕн министерствин хушăвĕпе килĕшÿллĕн, больницăна пулăшу ыйтма килнĕ граждансем пирки, енчен те вĕсен тĕрлĕ йышши сурансем пулсан, сыватакан врачăн вырăнти полици уйрăмне пĕлтермелле. Чылай çын преступлени пирки хăранипе пĕлтермест (çемьере упăшка хĕнени, мăшкăллани, вăрлани...): ыттисем калаçасран шикленет.

Граждансене пĕлме: полици уйрăмĕ кашни кунах, вырсарни кун та, уяв кун та ĕçлет. Полици сотрудникĕсем пурне те пулăшу пама хатĕр

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика