Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Медицина пулăшăвĕ: тÿлевлĕ е тÿлевсĕр?

15 августа 2012 г.

Медицина пулăшăвĕ: тÿлевлĕ е тÿлевсĕр?

Муниципаллă тата патшалăх медицина учрежденийĕсенче тÿлевлĕ пулăшу тăвасси пирки сахал мар калаçаççĕ. Иртнĕ çул поликлиникăсен тата больницăсен коммерци мелĕпе ĕçлеме ирĕк пур тесе çирĕплетнĕччĕ граждансен сывлăхне сыхлакан тĕп саккунра. Тÿлевсĕр медицина пулăшăвĕн списокне, шутне проектра палăртнă та ĕнтĕ. Ăна регионсенчи, вырăнти программăсенче çирĕплетнĕ.

Патшалăх шантарать, малашне те пирвайхи медицина пулăшăвĕ – амбулатори (поликлиникăра) сипленĕвĕ, участокри терапевт тата профиллĕ специалистсен пулăшăвĕ – тÿлевсĕр пулĕ.

Пĕрремĕш васкавлă пулăшу та тÿлевсĕр юлать. Госпитализаци врач сĕнĕвĕпе иртни те, çĕнĕ технологипе сыватни те патшалăх гарантийĕн программинче пур. Паллиативлă пулăшу та касса урлă иртме кирлĕ мар. Проект çирĕплетнĕ тăрăх, врач палăртнă, çырса панă тата усă курнă препаратсемшĕн те тÿлемелле мар! Пациент сыватакан врача шанмасть е вĕсем хушшинче конфликт пур пулсан, çĕнĕ проектпа килĕшÿллĕн, врача улăштарма ирĕк пур – процесс тÿлевсĕр.

Мĕншĕн тÿлĕпĕр

Пĕтĕм тĕпчевшĕн тата сыватмалли процедурăсем ирттернĕшĕн, енчен те вĕсем çинчен программăра асăнман пулсан. Пациент анонимлă майпа сывалма шут тытрĕ-тăк укçа пама тивĕ. Медицина енĕпе страхланман Раççей гражданĕсем те, ют çĕр-шыв çыннисем те тÿлевлĕ майпа кăна сипленме пултарĕç. Пациент хăй тĕллĕн хушма тĕрĕслев тума кăмăл тусан, енчен те ăна сыватакан врач палăртман пулсан, тÿлеме тивĕ.

Паянхи куна чылайăшĕ патшалăх поликлиникисенче е больницăсенче сывалаççĕ. Хальлĕхе вăл пулăшу тÿлевсĕр. Çакна сывалма килнĕ пациентăн манмалла мар, мĕншĕн тесен чылай учреждени çын чирĕпе укçа туса илме кăна пикенет. Пациентăн хăйĕн правине лайăх пĕлмелле. Кун пирки медицина учрежденийĕн сайтĕнче, стенчĕсенче вуласа пĕлме пулать.

Тĕп медицина институчĕсен тата центрĕсен ертÿçисенчен, врачĕсенчен чылайăшĕ çĕнĕ йĕрке çирĕплетнине ырлаççĕ. "Поликлиникăсенче прейскурантсем хушăннипе медицина учрежденине хушма укçа-тенкĕ илсе çĕнĕ оборудовани е преми панă çĕрте усă курма пулать", – теççĕ чиновниксем. Пациентсене кун пек çĕнĕлĕх, паллах, пăшăрхантарать.

Çакă тĕлĕнтерет

Чылайăшĕ сыватакан врача тав сăмахĕсĕр пуçне парне панине асăрханă. Мĕн ячĕпе? Çынна сыватасси вĕсен тивĕçĕ. Хăçантан вара врачсем шалу илме пăрахнă? Шкула кайман ачапа медицина тĕрĕслевĕ çÿреме те çăмăлах мар. Уйрăмах шăрăх çанталăкра: ывăнса та çитетĕн, куçĕ те хуралса килет... Ачана вара пушшех те йывăр. Сывă, вăй питти çынсем е пĕлĕш-тăванĕсем тĕксе кĕрсе каяççĕ, врачĕсем кабинетран пуçĕсене те кăтартмаççĕ. Ачапа пĕр кабинета лекиччен çур кун иртсе каять. Тĕрĕслеттерме пĕр врач патне анчах кĕмелле пулсан пырĕччĕ... Хăçан та пулин йĕрке пулĕ-ши?

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика