Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Ен ятне çÿле çĕкленĕ

08 августа 2012 г.

Августăн 11-12-мĕшĕсенче уçлăха парăнтарнин летопиçне çĕнĕ страница хушăннăранпа 50 çул çитет. Çав кунсенче тĕнчере пĕрремĕш хут "Восток-3" тата "Восток-4" карап-спутниксемпе космоса ушкăнпа вĕçеве тухнă.

1962 çулхи августăн 11-мĕшĕнче Байконур космоса виççĕмĕш космонавта ăсатнă.11 сехет те 30 минутра çĕр орбитине "Восток-3" космос карапĕ тухнă, борт çинче – пирĕн паллă ентешĕмĕр Андриян Григорьевич Николаев. Орбитăна тухсан космонавт вĕçевĕн космос программине пурнăçлама тытăннă. Вăл вара çав тери йывăр тата тĕрлĕ тĕпчев-экспериментсемпе пуян пулнă. Планета тавра çаврăм хыççăн çаврăм тунă хыççăн ентешĕмĕр юлташĕ – Киев облаçĕнчи Узин поселокĕнчи Павел Романович Попович – старта тухасса кĕтнĕ. Юлташĕ "Восток-4" космос карапĕпе тепĕр талăкран, 11 сехет те 2 минут та 33 çеккунтра, уçлăха тухнă. Вунă минут та иртмен – сивĕ космос уçлăхĕнче "Сокол" "Беркутпа" (Николаевпа Поповичăн позывнăйĕсем) тĕл пулнă.

А.Г.Николаевпа П.Р.Поповича космосра пĕрле методикăпа биологи тата наукăпа техника ыйтăвĕсене татса парассипе çыхăннă тĕрлĕ тĕпчевсемпе экспериментсем ирттерме тивнĕ.

Ку вĕçевре космонавтсем пиçиххисене салтнă, кресло çинчен тăрса "ирĕклĕ ишевре" пулнă: Андриян Николаев тăватă сеансра – 3,5 сехет, Павел Попович виçĕ сеансра – 3 сехет. Шăпах çавăн чухне А.Николаев çакнашкал пĕтĕмлетÿ тунă: "Йывăрăшсăрлăхра пурăнма та, ĕçлеме те пулать. Çăмăллăнах".

Ушкăнпа вĕçнĕ космос карапĕсем пĕр-пĕринчен аякра пулман. Летчиксем икĕ енлĕ радиоçыхăну урлă калаçнă. Пĕтĕм вĕçев тăршшĕпех вĕсемпе Ю.А.Гагарин çыхăнса тăнă, тĕрлĕ канашсем панă.

А.Николаев тытса пынă "Восток-3" карап-спутник 95 сехет хушшинче çĕр чăмăрĕ тавра 64 хут ытла çаврăннă, 2 миллион та 600 пин ытла километр вĕçнĕ. "Восток-4" 71 сехет хушшинче хамăр планета тавра 48 хутчен çаврăннă, 2 миллион ытла километр вĕçнĕ.

"Восток-3" тата "Восток-4" карапсем космосра виçĕ талăка яхăн пулнă. Çĕр çине 1962 çулхи августăн 15-мĕшĕнче Казахстанри Караганда хулинчен кăнтăралларах анса ларнă: А.Николаев 9 сехет те 55 минутра, П.Попович 10 сехет те 1 минутра.

Темиçе куна тăсăлнă ушкăнла вĕçев космоса тĕпчес ĕçĕн тапхăрне уçнă. Пĕрремĕш хут космонавтсем радиоçыхăну урлă çĕрпе кăна мар, тĕрлĕ дистанцире пĕр-пĕринпе те çыхăнма пултарнă. Наука çын организмĕ космос вĕçевĕн условийĕсенче мĕнле пулни çинчен калакан хаклă даннăйсемпе пуянланнă.

Тĕнчере пĕрремĕш хут ушкăнпа вăрăм вĕçев тунăшăн 1962 çулта А.Николаева Совет Союзĕн Геройĕ тата СССР летчик-космонавт ячĕсене панă, ун ятне Чăваш АССР Ĕç Мухтавĕн тата Паттăрлăхĕн Хисеп кĕнекине пĕрремĕш кĕртнĕ. Çак çулах тĕнче уçлăхĕнчи вĕçевре тĕнче рекордне пурнăçланăшăн ăна "СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ" хисеплĕ ят панă. Çакна та пăлăртмалла, виççĕмĕш космонавта Андриян Григорьевич Николаева пула пĕтĕм тĕнче Атăл çинче ларакан Чăваш Ен тата унăн ĕçчен халăхĕ çинчен пĕлнĕ. Шел, легендарлă летчик-космонавт 2004 çулхи июлĕн 3-мĕшĕнче пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Çапах та унăн паттăрлăхĕ яланах пирĕн асăмра пулĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика