Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Канма та пĕлесчĕ

04 августа 2012 г.

Кăçал район 85 çул тултарать, Хĕрлĕ Чутай сали – 430 çул, Чутай чиркĕвĕ – 210 çул, Петĕр Ялкир çуралнăранпа – 90 çул. Уявăн тĕп саманчĕсем пирки район администрацийĕн культура тата спорт уйрăмĕн заведующийĕнчен Александр Николаевич Самсоновран ыйтас терĕмĕр.

– Район 85 çул тултарнине, Хĕрлĕ Чутай салине – 430 çул, Чутай чиркĕвне – 210 çул, Петĕр Ялкир çуралнăранпа 90 çул çитнине халалланă уявсене пĕр кунта – августăн 11-мĕшĕнче – ирттеретпĕр. Çак кунхи уявăн программи анлă та пуян пулать. Çĕнĕ центрта район 85 çул тултарнине паллă тăвăпăр, Кивĕ центрта – Хĕрлĕ Чутай салине 430 çул çитнине, Чутай чиркĕвĕ те халăха йышăнĕ.

• Уяв ир пуçланса мĕн сĕм каçченех пырĕ. 10 сехетре эпир чылай кĕтнĕ физкультурăпа спорт комплексĕ хута кайнине савăнăçлă лару-тăрура уçатпăр, унтан "Йăла" муниципаллă предприятинче "Паха тĕрĕн" çĕнĕ технологиллĕ, 10 ĕç вырăнĕллĕ çĕвĕ цехĕ ĕçлеме пуçланине паллă тăватпăр. 11 сехетре культурăпа кану центрĕ умĕнче уявăн савăнăçлă пайне пуçлатпăр, ун чухне район чылай салам сăмахĕсене тивĕçĕ. Кăнтăр çитиччен халăха пултарулăх ушкăнĕсем тата "Чавал" ентешлĕхĕн артисчĕсем хăйсен ташши-юррисемпе савăнтарĕç.

• 13 сехет те 30 минутран пуçласа 15 сехет те 30 минутчен Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн администрацийĕ умĕнче Хĕрлĕ Чутай салине 430 çул çитнине халалласа савăнăçлă мероприяти иртет.

• 14 сехет иртсен районти Валерьян Толстов – Атнарский ячĕллĕ "Çын тата çут çанталăк" музейне Чăваш Ен ÿнерçисем хăйсен картинисене парнелĕç.

• Спорт мероприятийĕсем кăнтăр иртни 2 сехетре Хĕрлĕ Чутай салин тĕп стадионĕнче пуçланаççĕ.

• Каç кÿлĕм – 20-21 сехетсенче – Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи артистсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарĕç, 21-23 сехетсенче чăваш эстрада çăлтăрĕсен концерчĕ пулать. 23 сехетре вара каçхи тÿпене фейерверк илемлетĕ.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика