04 августа 2012 г.
Кăçал Чăваш Енре вĕренÿ тытăмне модернизацилеме 850 млн тенкĕ ытла яраççĕ, 179 шкула (ку вăл кашни виççĕмĕш шкул) тĕпрен юсаççĕ. Шкулсен пурлăхпа техника никĕсне çĕнетме, çав шутра вĕсене ку чухнехи компьютер, вĕренÿпе лаборатори, вĕренÿпе производство оборудованийĕпе пуянлатма, спорт оборудованийĕ туянма, шкул столовăйĕсене лайăхлатма, шкул вулавăшĕсен кĕнеке фондне пысăклатма укçа-тенкĕ нумайрах уйăрнă, шкулсем валли 78 автобус туяннă. Учрежденисене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленĕ чухне хăрушсăрлăхпа тивĕçтермелли ĕçсем ирттерес тесе çине тăраççĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"