Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хуçалăхсем пулăшусемсĕр юлмĕç

04 августа 2012 г.

А.ВАСЮКОВА.

2012-2013 çулсенче выльăх-чĕрлĕх шутне ÿстерес, ял хуçалăх таварĕ туса илес енĕпе ĕçлекен хуçалăхсене, агропромышленность комплексĕн организацийĕсене, килти хушма хуçалăх тытакансене тата фермерсене Чăваш Республикин бюджетĕнчен укçан пулăшу пулĕ. Çемье фермине йĕркелеме тухса кайнă тăкакăн 60 процентне те бюджетран саплаштарĕç.

Правилăпа килĕшÿллĕн, ăратлă выльăх тата пăру туянас текенсен – ял хуçалăх таварĕ туса илекенсен, агропромышленность комплексĕн организацийĕсен (килти хушма хуçалăх тытакансен ăратлă пăрусене туянни кăна кĕрет) – 50 пин тенкĕ (1 тонна чĕрĕ таваршăн) субсиди илме май пур. Çак документсем пулмалла: ăратлă выльăх туянма палăртнă килĕшÿ; акт-счет; ăратлă выльăх свидетельстви; транспорт накладнойĕ (турттармалла пулсан); тÿлев килĕшÿпе иртнине çирĕплетекен хутсем; субсиди илекен туяннă выльăх-чĕрлĕхпе вырăнлă усă курма шантарни.

Пысăк тухăçлă выльăх-чĕрлĕх усрас текен хуçалăхсене, вĕсен шучĕ 60 пуçран кая мар пулмалла, фермерсен - 10 пуçран кая мар, (килти хушма хуçалăх кĕмест), 3900-4500 килограмм сĕт суса илнĕ пулсан – 3100 тенкĕ, 4500 килограмран ытларах-тăк – 4200 тенкĕ парĕç. Хуçалăхсен çак документсем пулмалла: ятарлă форма çинче (" П – 1 СХ) сведенисем (патшалăх статистикин паллипе); пĕлтĕрхи сведенисем (" 24 – СХ); фермăри выльăхсен куçса çÿренин отчечĕ (хуçалăх ертÿçипе бухгалтерăн алă пуснисем пулмалла). Анчах мăйракаллă шултра выльăхсен шучĕ тата вĕсен продуктивлăхĕ иртнĕ çулхинчен пĕчĕк пулмалла мар.

Ял хуçалăх таварĕ туса илекен хуçалăхсене тата килти хушма хуçалăхра тăрăшакансене пĕтĕлентерекен пысăк тухăçлă вăкăрсен вăрлăхне туяннă чух тăкакăн 70 процентне малашне патшалăх тÿлĕ. Çак документсем пулмалла: счет-фактура, транспорт накладнойĕ (турттармалла пулсан); ордер (вырăна çитерме); ректальлă тĕрĕслев акчĕ, туяннă вăрлăх пахалăхĕ лайăх пулнине çирĕплетекен хутсем.

Асăрхаттарни: пĕрре пĕтĕлентерме вăрлăхăн виçи виççĕрен иртмелле мар.

 


Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика