Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чикансенчен асăрханăр!

04 августа 2012 г.

В.БЕЛОВ, районти полици уйрăмĕн начальник çумĕ.

Ют, палламан çынсене, ял урамĕсем тăрăх сутса çÿрекен чикансене шанмалла мар тесе асăрхаттарсах тăратпăр пулин те, пирĕн хушăра тимлĕх çинчен манакансем тупăнсах тăраççĕ. Чикансен тĕп тĕллевĕ – çынна улталаса пуясси, çакна манас марччĕ.

Кăçал ултă уйăх хушшинче районта чикансемпе çыхăннă преступленисене шута илмен. Пирĕн сотрудниксем районти ялсем тăрăх çÿресе çынсене асăрхаттарсах тăни те çакна витĕм кÿчĕ.

Анчах та июлĕн 27-мĕшĕнче Вырăсушкăнь ялĕнче чикансем груз тиемелли икĕ "Газель" машинăпа тимĕр-тăмăр пуçтарса çÿренĕ. Пĕччен пурăнакан пĕр ватă хĕрарăм патне те çитнĕ вĕсем. Кинеми чикансене шеллесе пÿрте кĕртнĕ, хăйĕн урисем питех ĕçлеменрен тимĕр-тăмăр пуррипе çуккине хăйсенех тухса пăхма хушнă. Пĕр чиканĕ кинемие калаçтарса ларнă хушăра ыттисем кил картинчен алюмини фляга, газ плити илсе тухса кайнă. Кăшт тăхтасан кинемин хĕрĕ килет те тата ытти япаласем те çухалнине асăрхать.

Ялти çынсенчен ыйткаласа та нимĕн те – машина номерне те, вăрăсем ăçталла кайнине те – пĕлейменрен, чикансем тухса кайнă хыççăн икĕ сехет çурăран кинемипе хĕрĕ полицине пĕлтереççĕ.

Полици ĕçченĕсем чикансене виççĕмĕш кунне тупса чарнă, вĕсем кинемин япалисене сутса та ярайман пулнă-ха. Ватăна çухалнă туприне тавăрса патăмăр.

Районта пурăнакансене чикансемпе асăрхануллă пулмаллине тепĕр хут аса илтеретпĕр. Вĕсем тем те пĕр сутса е туянса çÿрекен машина номерĕсене астуса е çырса юлма тăрăшмалла, вĕсен таварĕ пахалăхлă мар, çавăнпа та ан туянăр. Ялта чикансем сутса çÿрени çинчен тÿрех полицине пĕлтерĕр.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика