Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Трактор» уйăхлăх пырать

01 августа 2012 г.

.ПЕТРОВ, Çĕмĕрлепе Хĕрлĕ Чутай районĕсен техника асăрхавĕн

Чăваш республикин патшалăх техника асăрхавĕн планĕпе тата республикăн Шалти ĕçсен министерствин çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн августăн 1-31-мĕшĕсенче район территорийĕнче "Трактор" уйăхлăх иртет.

"Трактор" операцие ял тăрăхĕсенчи хăй тĕллĕн çÿрекен техникăна (пĕчĕк тракторсене, снегоходсене, квадрациклсене) шута илес, тракторсемпе вĕсен прицепĕсен, строительство тата çул-йĕр ĕçĕсем тунă чухне усă курмалли хăй тĕллĕн çÿрекен техникăн юсавлăхне тĕрĕслес, нормăсемпе правилăсене пăсакансене тупса палăртас тĕллевпе ирттереççĕ.

2011 çулта ирттернĕ уйăхлăх-операци çакна кăтартса пачĕ: машина хуçисен 17 проценчĕ хăй тĕллĕн çÿрекен техникăна регистрацилемест, техника тĕрĕслевĕ витĕр тухмасть, юсавсăр машинăсемпе усă курать, тракторист-машинист удостоверенийĕсĕр çула тухать. Тĕрĕсленĕ хăй тĕллĕн çÿрекен 78 машинăпа прицепран пĕлтĕр 5-шĕпе патшалăх регистрацине, 7-шĕпе техника тĕрĕслевĕ витĕр тухмалли правилăсене пăсса усă курнă, 12-шĕ юсавсăр пулнă. Виçĕ трактористăн документсем çинче техникăпа çÿреме юранине палăртни пулман. Нормăсемпе правилăсене пăснăшăн 8 çынна административлă явап тыттарнă.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика