Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сĕт туса илекенсене субсиди парĕç

01 августа 2012 г.

Документсене ял тăрăхĕн администрацине августăн 10-мĕшĕччен тăратсан сĕт туса илекенсем субсиди илĕç.

Сĕт – ял хуçалăх предприятийĕсене, уйрăм хуçалăх тытакансене хĕлĕн-çăвĕн укçаллă пулма май паракан продукци. Хĕлле ун сутлăх хакĕ аванрах, çулла вара яланах чакать. Ял çыннисене пулăшас тĕллевпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕн М.В.Игнатьевăн "ЧР сутлăх сĕт туса илес тата ăна вырнаçтарас енĕпе ĕçлекен ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансене, çав шутра хушма хуçалăх тытакан граждансене тата агропромышленность комплексĕн организацийĕсене вĕсен йĕркелÿ-право формине пăхмасăр, патшалăх пулăшăвĕ памалли мерăсем çинчен» Указĕпе килĕшÿллĕн сутнă кашни килограмм сĕтшĕн – чи пысăк сортлишĕн – 2 тенкĕ, пĕрремĕш сортлишĕн – 1 тенкĕ хушса тÿлеççĕ. Ял çыннисене – 1,5 тенкĕ.

ЧР ял хуçалăхне 2012 çулта республика бюджетĕнчен 474,8 млн тенкĕ хушма пулăшу лекет, вăл шутра сĕт туса илекенсене – 69,7 млн тенкĕ.

Сĕтшĕн субсиди илмелли йĕрке тата мĕнле документсем хатĕрлемелли пирĕн тăрăхра пурăнакансене те кăсăклантарать. Ку енĕпе ĕнер райадминистрацинче район ертÿçисем канашлу ирттерчĕç. Çавăн пекех сĕт туса илекенсене субсиди парас йĕрке çинчен Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин районти тĕп специалист-эксперчĕ Лариса Гурьевна Куропаткина паллаштарчĕ.

Субсидие тивĕçес тесен хушма хуçалăх тытакан граждансен çакăн пек хутсем хатĕрлемелле:

1) субсиди пама ыйтса, укçа куçармалли реквизитсене кăтартса ятарлă формăпа Чăваш Республикин ял хуçалăх министерстви ячĕпе çырнă заявлени;

2) июнĕн 1-мĕшĕ тĕлне килте миçе ĕне пулнине хуçалăх кĕнекинчен çырса илни, ăна ял тăрăхĕн администрацийĕнче çирĕплетмелле;

3) сĕт йышăнакансем панă справка.

Палăртмалла: килти хушма хуçалăх тытакан граждансен августăн 10-мĕшĕччен – июнь, июль уйăхĕсемшĕн, август уйăхĕшĕн сентябрĕн 10-мĕшĕччен çÿлерех асăннă документсене ял тăрăхĕн администрацине тăратмалла.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика