Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Штрафсем савăнтармĕç

01 августа 2012 г.

Ю.Г.Егоров, Çĕмĕрлери çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекци уйрă

Раççей Федерацийĕн административлă правăна пăсни çинчен калакан Кодексĕнчи çĕнĕлĕхсем водительсене савăнтармĕç. Тĕп улшăну– штрафсем ÿсни.

Пĕлтернĕччĕ, июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа водительсем умри тата малти айккинчи тĕттĕмлетнĕ кантăклă машинăсемпе çÿреймĕç. Техника регламенчĕпе килĕшÿллĕн кантăкăн çутă ирттерсе ярас пахалăхĕ 70 процентран кая пулмалла мар. Унăн шайне ятарлă хатĕрпе пур çул-йĕр хăрушсăрлăх сотрудникĕ те тĕрĕслеме пултарать. Саккуна пăхăнманнисене пысăк штраф тÿлеттереççĕ тата автомобильпе çÿреме те чараççĕ – машина номерне кăларса илĕç. Ăна каялла илес тесен вара штрафне те тÿлес, кантăкне те çутатас пулать.

Чарăну правилисене те пăхăнма тивĕ, маршрутлă транспорт çулĕпе те малашне çÿреттермĕç. Кун пек çĕнĕлĕхсем "пăкăсемпе" кĕрешме пулăшасса шанаççĕ правилăсене йĕркелекенсем.

Çĕнĕ правилăсемпе килĕшÿллĕн, чарăну е транспорт тăратма юраман вырăнсенче, е çынсем каçса-иртсе çÿремелли ятарлă вырăнсенче чарсан (тротуар çинче те), унта паллă çук пулсан, пысăк штраф тÿлеме тивĕ. Малтан правилăсене пăснăшăн асăрхаттарнă е 300 тенкĕ штраф тÿлеттернĕ пулсан, халĕ 1000 тенкĕ кăларса пама тивĕ. Çул çинчи ятарлă паллăсене, йĕрсене пăхăнмасан –1 пин те 500 тенкĕпе сыв пуллашăр. Енчен те эсир ытти автомашинăсене кайма чăрмантаратăр е тоннелте чарăнтăр пулсан – 2 пин штраф тÿлĕр. Кашнинчех, штрафсăр пуçне, автомобиле ятарлă вырăна куçарĕç.

Мускавра тата Санкт-Петербургра çак правилăсене пăхăнмасан штраф сумми 3 пинпе танлашать. Ытти чарăну правилисене пăссан малтанлăха асăрхаттарĕç е 300 тенкĕ штраф тÿлеттерĕç, пысăк хуласенче вара 2 пин те 500 тенкĕ тÿлеме тивет.

Çĕнĕ правилăпа пур тăкака та (чарнă транспорта куçарнишĕн те, сыхласа упранишĕн те) автомашина хуçи саплаштарма тивĕç. Унăн йĕркине Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен саккунĕпе пăхса тухнă

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика