Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уведомленисемпе пĕрле – заявлени

28 июля 2012 г.

Районсем хушшинчи 6 " налук служби.

Июль уйăхĕнче куçман пурлăх тата транспорт хатĕрĕсем пур уйрăм çынсем налук уведомленийĕсем илме пуçларĕç. Кăçал ку енĕпе çĕнĕлĕх пур – налук пирки тĕрĕс мар информаци пур пулсан заявлени çырмалли бланк. Ăна налук уведомленийĕпе пĕрле ярса параççĕ.

Асăннă заявленире виçĕ пай пăхса хунă:

1. Налук уведомленийĕнче кăтартнă объект налук тÿлекен харпăрлăхĕнче тăмасть е ăна çулталăк пуçланичченех сутса янă пулсан çак пайне çырса тултармалла та налук инспекцине пĕлтермелле.

2. Харпăрлăхра налук тÿлемелли пĕр-пĕр объект пур, анчах ун пирки уведомлени килмест пулсан çак пайра çырса сведенисем тăратмалла.

3. Налук уведомленийĕнче тĕрĕс мар даннăйсем кăтартнă пулсан тултармалла. Калăпăр, транспорт хатĕрĕн лаша вăйне, пурлăхăн инвентаризаци хакне, çĕр лаптăкĕн кадастр хакне е тата ыттине тĕрĕс мар кăтартнă-тăк.

Тĕрĕс даннăйсене çырнă заявленисене почтăпа е налук службин электрон почтипе ярса пама, е налук инспекцийĕнчи почта ешчĕкне ярса хăварма пулать.

Налук органĕсем заявленисене пĕтĕмĕшле йĕркепе палăртнă вăхăтра пăхса тухнă хыççăн информацие хăйсен базинче тĕрĕслеççĕ, унтан, енчен те техника йăнăшĕ кайнă пулсан, ун пирки налук тÿлекене пĕлтереççĕ. Çак йăнăш налук сумми çине витĕм кÿнĕ пулсан, налук тÿлекене çĕнĕ уведомлени ярса параççĕ.

Заявленире кăтартнă информаци чăн мар пулсан, налук органĕ регистраци тăвакан ытти органсемпе çыхăнать те, вĕсен хуравĕ тăрăх даннăйсен базине улшăнусем кĕртет. Çак улшăнусем налук сумми çине витĕм кÿреççĕ пулсан, суммăна тепĕр хут шутласа налук уведомленийĕ яраççĕ.

Кăçал çĕр, транспорт тата куçман пурлăх налукĕсене ноябрĕн 1-мĕшĕччен тÿлемеллине тепĕр хут аса илтеретпĕр.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика