Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юлашки ĕçсем пыраççĕ

28 июля 2012 г.

А.Оринова.

Çитес вăхăтра "Единая Россия" партин "Физкультурăпа сывлăха çирĕплетекен комплекссен строительстви" пĕрлехи программипе килĕшÿллĕн пирĕн районта та спорт комплексĕ хута кайĕ. Паянхи кун спорт комплексне хута ярассишĕн юлашки ĕçсем пыраççĕ. Хальччен матсем, спортзал валли 96 çынлăх ларкăчсем килнĕ те ĕнтĕ. Çитес эрнере сĕтел-пукан килĕ.

Спорт комплексĕ тăватă хутлă. Пĕрремĕш хутĕнче 997 тăваткал метр йышăнакан спортзал, хывăнмалли, кĕтмелли, çăвăнмалли тата ытти пÿлĕмсем вырнаçнă. Иккĕмĕш хутĕнче – 444 тăваткал метрлă бассейн, хывăнмалли, çăвăнмалли пÿлĕмсем, тренерсен кабинечĕсем тата ыттисем те. Проектпа килĕшÿллĕн виççĕмĕшĕнче канмалли, çăвăнмалли, хывăнса тăхăнмалли пÿлĕмсемпе пĕрле 71,3 тăваткал метрлă аэробика вĕренмелли класс, 96,6 тăваткал метрлă тренажер залĕ пулать. Тăваттăмĕш хутĕнче – 96,6 тăваткал метрлă лаптăк йышăнакан ирĕклĕ майпа кĕрешмелли зал вырнаçĕ. Çавăн пекех палăртмалла, пĕр вăхăтра 66 çынна спортзала кĕртме май пулĕ, бассейна – 48 çын.

Районта спорт комплексне уçни пĕчĕклех ачан сывлăхне аталанса çирĕпленме тата аслисене чир-чĕртен сывалма сахал мар пулăшĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика