Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тырă хакĕ ÿсет

25 июля 2012 г.

Раççей ял хуçалăх министерстви тырă хакĕ сасартăк ÿснине тĕнчери лару-тăрупа çыхăнтарать. Чылай çĕр-шывра, çав шутра Раççейре те, çут çанталăк синкерĕсене пула тырă япăх пулнă. Тырă туянас текенсем сутакансенчен ытларах пулнăран унăн хакĕ палăрмаллах ÿснĕ. Тырă туса илекенсен наци пĕрлешĕвĕ пĕлтернĕ тăрăх, июлĕн 13-мĕшĕ тĕлне Атăлçи федераллă округĕнче виççĕмĕш класлă пĕр тонна тулăн сутăн илмелли вăтам хакĕ 5500 – 6400 тенкĕ, тăваттăмĕш класлин – 5400 – 6200 тенкĕ, çиме юрăхлă ырашăн 4500 – 5100 тенкĕ пулнă.

Тырă рынокĕнчи хаксене йĕркелесе пырас тĕллевпе Чăваш Республикинче 2012 çулхи тырă тухăçĕн сутăн илмелли чи пĕчĕк хаксене çапларах палăртнă (тонна пуçне, хушма налуксене шута илсе):

– çиме юрăхлă виççĕмĕш класлă тулă – 5300 тенкĕ;

– çиме юрăхлă тăваттăмĕш класлă тулă – 4900 тенкĕ;

– А ушкăна кĕрекен çиме юрăхлă ыраш – 4200 тенкĕ.

Республикăри тырă тирпейлекен предприятисем кăçалхи тыр-пула пасар хакĕсене кура туянĕç, анчах та асăннă хаксенчен йÿнĕрех мар.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика