Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 5 кунра туртма пăрахнă

21 июля 2012 г.

«Пирус туртма пăрахсан манăн кăмăл лайăхланчĕ, чĕре хыпăнма пăрахрĕ», – тенĕ хăй вăхăтĕнче вырăс çыравçи А.П.Чехов.

Кăмал-туйăм лайăхланнине халĕ пирус туртма пăрахакансенчен те илтме пулать. Акă пĕр палланă çын 5 кун хушшинче туртма пăрахнине çирĕплетет.

Ир тăрсанах шыв ĕçмелле, уçă сывлăшра пулма тăрăшмалла, улма-çырлапа апатланмалла, ун сĕткенне ĕçмелле. Туртас килнĕ вăхăтра сăмсапа вăрăммăн сывласа илмелле те тутапа хăвăрт сывласа кăлармалла. Çакăн пек 30 хут тумалла, 1 минут кансан тата 4 хут çав упражнениех пурнăçламалла. Эрех-сăра ĕçес çук. Мĕншĕн тесен çав кунсенче организм токсинсенчен хăтăлать.

Ытти кунсенче те çаплах çăмăл апатпа пурăнмалла. Ку вăхăта пирус сахал аса килет. Шăршăсене, апат тутине аван туйма пуçлатăн. 4-мĕш кунра хăвна çирĕп туятăн, вăй хушăнни сисĕнет иккен. Пируспа туслă юлташсенчен аякра çÿремелле. Юлашки куна мĕнле те пулин тÿссе ирттермелле, кайран вăл пач аса та килмĕ.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика