Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выльăхсене вăрлаççĕ

21 июля 2012 г.

В.БЕЛОВ, районти полици уйрăмĕн начальник çумĕ.

Çуллахи-кĕркуннехи вăхăтра яланах выльăхсене вăрланă тĕслĕхсем нумайланаççĕ. Кăçал кун пек преступленисем тата ытларах пулнă.

Май-июнь уйăхĕсенче республикăри Шупашкар, Етĕрне, Вăрнар районĕсенче ял хуçалăх предприятийĕсен фермисенчен мăйракаллă шултăра выльăхсене вăрланă тĕслĕхсем пулнă. Акă июнĕн 22-мĕшĕнче Етĕрне районĕнчи пĕр ялти фермăран палламан 3-4 çын хуралçăна хăратса çыхса хăварнă хыççăн çулталăк çурăри 13 вăкăра вăрласа кайнă. Шупашкар районĕнче вара фермăран 25 пăру, пĕр ăйăр тата пĕр вăкăр вăрланă. Çак преступленисене ытларах çĕрле тунă.

Çавăн пекех ялсенче çул хĕррипе кăкарнă пăрусемпе вăкăрсене те вăрлаççĕ.

Ял хуçалăх предприятийĕсен хуçисене тата район çыннисене асăрхаттарса çапла калас килет: выльăхсене пăхсах тăрăр, сăнавсăр ан хăварăр. Енчен те шанчăксăр ют çынсене асăрхасан, вĕсем пысăк машинăсемпе пулсан хуть те хăш вăхăтра та полицине 2-11-02, 02 телефонсемпе шăнкăравласа пĕлтерĕр.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика