Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сире улталаççĕ

21 июля 2012 г.

В.КУДРИН.

Япăх çуртра пурăнакансен пурин те хăтлă хваттере хăвăртрах куçас килет. Çурт тума

килĕшекенсем мĕнлерех çынсем пулнине пĕлмесĕрех пулас кĕтесшĕн пая кĕрсе укçа хывма килĕшеççĕ. Халăхран укçа пуçтарса куçран çухалакансем те, ЧР Регистраци палатинче шута кĕмесĕр çурт тума саккунпа ирĕк илмен ултавçăсем те пур. Улталаннă пайçăсем кайран суд, прокуратура тăрăх çÿресе хăшкăлаççĕ, анчах ыйту татăлмасть. Патшалăх пулăшаймасть.

Инкеке лекнисене хÿтте илес ыйтăва анчахрах Правительство ларăвĕнче пăхса тухнă. Строймин пуçлăхĕ Владимир Громов пĕлтернĕ тăрăх – «хура» списока çурт тума ирĕк илнĕ хыççăн 6 уйăх иртсен те строительство пуçланман тата 1,5 çуллăха чарса лартнă объектсене кĕртеççĕ. Саккунсăр тăваканнисене – кĕртмĕç. Вĕсен çынсене пая кĕртсе укçа пухма та юрамасть. Çакă преступлени шутланать. Регистраци палатинче регистраци тунă пулсан çеç пурăнмалли çурта хăпартмашкăн пая кĕнисен укçипе усă курма юрать. Пĕр-пĕр йывăрлăх-пăтăрмах сиксе тухсан вĕсене патшалăх хÿтĕлет.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «вĕçленмен» стройкăсене списока кĕртме юранипе юраманнине палăртма юристсене хушнă. «Май килмесен урăх документ йышăнма тивет, – тенĕ Михаил Васильевич. – Çапах çынсене пулăшмаллах».

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика