Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Укол йĕрĕ, кăвакарнă ÿт

21 июля 2012 г.

Наркомана уйăрса илме пулать-ши? Паллах, вăл тыткаларăшĕпе, сăнĕпе ыттисенчен урăхларах курăнать. Вĕсене шуранка сăн, чарăлнă е путса кĕнĕ хĕрелнĕ куç, ерипен калаçнă паллăсем сутаççĕ. Тимлĕрех пăхсан алли-ури итлеменни – хусканăвĕсем арăш-пирĕш пулни – сисĕнет. Мĕн пулса иртнине тимлĕ сăнаймасть. Уншăн пулсан – ик айкки те тăвайкки. Килтен ним сăлтавсăрах тухса каять. Вăл пĕр-пĕр пулăм пирки нумай вăхăт шухăшласа лараймасть. Тимлĕх çухалнине пула хушнă ĕçе манать. Аслисем асăрхаттарнине йышăнмасть, тавлашăва кĕрет. Кĕске самантрах кăмăл темиçе тĕрлĕ улшăнни те аслисене сисчĕвлентерме тивĕç. Ача укçа ыйтать, кил-çуртран хаклă япаласене йăкăртать. Ун патне палламан çынсем шăнкăравлаççĕ. Тĕпренчĕкĕр сасартăк ырханланать е виçерен ытлашши çиет, шала кайнă ÿслĕкпе нушаланать пулсан унпа чуна уçса калаçмаллах.

Укол йĕрĕсем, ÿте каснă е кăвакарнă вырăнсем, хутран ăсталанă пăрăхсем, пĕчĕк кашăк, кĕленче савăт тупсан специалистсемпе канашлăр, ачана çак авăртан çăлмашкăн пулăшу ыйтăр.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика