Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » В.Путин саламне тивĕçрĕç

18 июля 2012 г.

А.Оринова.

Раççей Федерацийĕн Правительствин Указĕпе килĕшÿллĕн Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин 90 çул тултарнă тыл ĕçченĕсене РФ Президенчĕн В.Путинăн саламлă çырăвĕпе кăçалхи июнĕн 12-мĕшĕнчен чыслама тытăннă.

Июлĕн 14-мĕшĕнче Атнар ялĕнче пурăнакан Ольга Ильинична Терушкина, июлĕн 15-мĕшĕнче Хусанушкăнь ялĕнчи Анна Андреевна Ксенофонтова 90 çул тултарчĕç. Çак сумлă уявсем ячĕпе вĕсене РФ Президенчĕ В.Путин та саламланă. Саламлă çырăва юбилярсем патне район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Викторович Башкиров çитернĕ.

О.Терушкина çамрăклах хуйхи-нушине нумай курнă. 40 çул вăл тăван "Коминтерн" хуçалăхра тăрăшнă. Мăшăрĕпе пĕрле пилĕк ача çуратса ÿстернĕ.

Райадминистрацин пуçлăхĕ А.В.Башкиров кинемейсене чечек çыххипе парне панипе пĕрлех ырлăх-сывлăх суннă, вăрçă вăхăтĕнче лăш курмасăр вăй хунăшăн тав тунă.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика