Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачăр шкула каять пулсан

14 июля 2012 г.

Чĕлхе аталанăвĕн шайĕ нумай чухне ача шкула кайма хатĕр е хатĕр мар пулнине кăтартать. Ачан калаçу чĕлхи мĕн чухлĕ лайăх аталаннă, ăна шкулта вулама, çырма вĕренме çавăн чухлĕ çăмăлрах.

Шкул çулне çитмен хăш-пĕр ачасен калаçу чĕлхин аталанăвĕ кăштах юлса пырать, ашшĕ-амăшĕ ăна пĕлтерĕш парсах та каймасть, шкула çÿре пуçласан ача хăех уçăлса каясса шанать. Хăш-пĕр ачасем уйрăм сасăсене тĕрĕс калаймаççĕ, селĕп е пăтраштарса калаççĕ: "с-ç-ш, с-ц-ч-щ, л-р-й". Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн "шкул хăех тÿрлетет" тесе кĕтсе лармалла мар, харпăр хăй ачишĕн халех шухăшламалла, ачана тĕрлĕ специалистсене кăтартмалла, вĕсенчен пулăшу ыйтмалла.

Юлашкинчен çакна та палăртмалла: вĕренÿ учрежденийĕсем ачана 1-мĕш класа йышăннă чухне Санитарипе эпидемиологи йĕркисемпе тата СанПиН нормативĕсемпе усă кураççĕ. Унта çаплах палăртнă: шкулта вĕренме тытăнмалли чи лайăх ÿсĕм – ача 7-мĕш е 8-мĕш çул çинче пыни. Апла пулсан, пĕрремĕш класа пыракан ачан сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне сахалтан та 6 çул та 6 уйăхра пулмалла.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика