Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлăхлă çын – телейлĕ çын

14 июля 2012 г.

Çут тĕнчене килнĕ кашни çын телейлĕ пулма ĕмĕтленет. Анчах пурте ун çулне тупма пĕлетпĕр-ши? Çук çав. Телейлĕ пулас тесен, ман шутпа, çыннăн чăн малтан хăйне хăй юратмалла, хисеплемелле, сывлăха упрамалла. Тата, паллах, ытти çынсене те, тăван çĕр-шыва та юратмалла. Çар ретне тăрса алла хĕç-пăшал тытса çĕр-шыва тата халăха хÿтĕлеме (арçынсем), патшалăх ÿсĕмĕшĕн тухăçлă ĕçлеме çирĕп сывлăхлă хастарсем çеç пултараççĕ. Апла пулсан кашни çын хăйĕн сывлăхне упрама тăрăшни тăван çĕр-шыва юратнипех танлашать вĕт-ха.

Хальхи вăхăтра çамрăксенчен чылайăшĕ эрех-сăрапа сигарет патнелле туртăнни вăрттăнлăх мар. Сывлăх енĕпе хавшак пулнăран çар службине илме юрăхлă йĕкĕтсен йышĕ чакса пыни те хытă пăшăрхантарать.

Кунта, паллах, хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ хăйсен ачисен сывлăхĕ çине çителĕклĕ тимлĕх уйăрманни, чирлесен вăхăтра больницăна илсе кайманни, сивĕ çанталăкра ăшăрах тумланма хистеменни те начар витĕм кÿни куçкĕрет. Ачана пĕчĕкрен хăйĕн сывлăхне упраса пурăнма хăнăхтарса ÿстермелле. Сулхăн çанталăкра урамра вылянă вăхăтра пăчăхсан курткăна хывса хума юраманни, ал-ура йĕпенсен (уйрăмах кĕрхи-çурхи шыв-шурта) тÿрех килелле чупмалли пирки те аса илтермелле. Чир вăраха кайсан ăна сиплеме питĕ йывăр пулнине те манмалла мар ашшĕ-амăшĕн. Паллах, ачасене те кун пирки ăнлантармалла, чирлесен çийĕнчех медицина ĕçченĕсенчен пулăшу ыйтмалла. Хавшак сывлăхлă çамрăк салтака юрăхлă пулаймасть. Сывлăх тĕлĕшĕпе çирĕп мар хĕр качча кайсан йĕркеллĕ ача çуратасси те иккĕленÿллĕ.

Çитĕнекен ăрăва пĕчĕкренех ĕçе те хăнăхтарса ÿстермелле. Кун пек чухне вĕсем нимле йывăрлăх умĕнче те пуç усмĕç, кирек хăш ĕçре те ÿсĕм тăвĕç.

Хăвна хăв юратмалла, хисеплемелле тени вăл – сывлăха упраса пурăнни, юлташусен пурнăçĕнчи, ĕçри çитĕнĕвĕсене сăнаса (кĕвĕçсе мар), вĕсем пек пулма тăрăшни.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика