Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă кăмăлтан пулăшма

14 июля 2012 г.

Чăваш Енре Краснодар крайĕнче çут çанталăк синкерне пула шар курнисене ырă кăмăлтан пулăшу кÿрес енĕпе ĕçлекен штаб йĕркеленĕ. Ăна «Единая Россия» партин регион уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов ертсе пырать, штаб ертÿçин çумĕсем – ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова, «Единая Россия» парти председателĕн Д.А. Медведевăн регионти общество йышăну пÿлĕмĕн ертÿçи Николай Николаев. Медикаментсем пухассипе «Фармация» патшалăх унитари предприятийĕ ĕçлĕ.

Республика пуçлăхĕ Михаил Игнатьев инкек тÿснисене тата вĕсен тăванĕсене пулăшмашкăн укçа-тенкĕ, апат-çимĕç, япаласем пухассине йĕркелеме чĕнсе каланă. Краснодар крайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх хăвăртрах пăсăлман апат-çимĕç, ача-пăча апачĕ, эмелсем, ĕçмелли шыв, ăшă утиялсем, гигиена хатĕрĕсем кирлĕ.

Ырă кăмăлтан пулăшма – апат-çимĕç, ăшă тум, вырăн таврашĕ, медицина препарачĕсем уйăрма – хатĕр предприятисем, организацисем, уйрăм çынсем «Единая Россия» парти председателĕн Д.А.Медведевăн регионти общество йышăнăвĕн пÿлĕмне çак адреспа пыма е шăнкăравлама пултараççĕ: Шупашкар хули, Ленинград урамĕ, 32 çурт, 106 пÿлĕм, тел.: 62-25-56. Республикăн сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин «хĕрÿ линийĕн» телефонĕ – 62-03-76.

Район-хуласен администрацийĕсем ятарлă счет çине куçарма укçа-тенкĕ пухассине йĕркелĕç. Унта граждансем те укçа куçарма пултараççĕ.

Укçа-тенкĕ куçармалли расчет счечĕ:

ИНН 2309030678

КПП 230901001

Краснодарское краевое управление общественной организации «Российский Красный крест», Краснодарское отделение " 8619 Сбербанка России,

к/с 30101810100000000602

БИК 040349602

р/с 40703810330000000106.

Назначение платежа: Добровольное пожертвование гражданам, пострадавшим от наводнений в Краснодарском крае в 2012 году.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика