Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Электронлă пулăшу: меллĕрех, хăвăртрах, шанчăклăрах

11 июля 2012 г.

Чăваш Республики халăха электронлă пулăшу парас тесе нумай ĕç тăвать. Электронлă пулăшăвăн тĕп тĕллевĕ – халăх пурнăçĕн пахалăхне ÿстересси, обществăн экономикăпа политика, культура тата социаллă сферăсене аталантарасси, патшалăх управленийĕн тытăмне информаци тата телекоммуникаци технологийĕсемпе усă курса лайăхлатасси. Экспертсен шухăшĕпе, вăл патшалăх ведомствисен ĕç тухăçлăхне ÿстерĕ, бюрократи чăрмавĕсене чакарма май парĕ.

"Пире, ахаль çынсене, электронлă пулăшу мĕн тума кирлĕ;" – тейĕ хăшĕ-пĕри. Хальхи вăхăтра чылайăшĕ çĕнĕ саккунсем е Правительство хушăвĕсем пирки хаçатсем урлă пĕлме пултарать, анчах çак документсемпе паллашма кирлĕ чухне кашнинчех май килмест. Ирĕксĕрех специалистран сĕнÿ-канаш ыйтма тивет. Чиновник пÿлĕмне кĕрес пулсан черет тăма тивет тата. Каярахпа, пулăшушăн тÿлеме кайсан, каллех черет иккен. Вăхăт та нумай иртет, кăмăл та пăсăлать. Теприсем хăйсен прависене тата мĕнле çăмăллăхпа усă курма пултарнине пĕлмеççĕ. Электронлă пулăшу вара çак лару-тăрăва çăмăллатма май парать.Шăпах ăна пула çынсем пÿлĕмсем тăрăх çÿремесĕрех, тем тăршшĕ черетсенче тăмасăрах, Интернет урлă патшалăх пулăшăвĕпе усă курма пултараççĕ.

Электронлă пулăшăвăн утăмĕ: малтанах gosuslugi.ru е 21.gosuslugi.ru сайта кĕрсе электронлă пулăшупа усă курас килнине ыйтса çырмалла, çавăн пекех сирĕн хăвăрăн çав сайтра уйрăм кабинет пулмалла – ку енĕпе анкетăн ыйтăвĕсем çине хурав памалла - хăвăрăн документ номерĕсем кирлĕ пулĕç, унтан кирлĕ хута хăш çĕрте илессине суйласа илме тивĕ.

Республика Пуçлăхĕн планеркинче палăртнă тăрăх: «Июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа ĕç тăвакан власть органĕсем, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем граждансенчен справкăсемпе документсем ыйтмасăр пулăшу пама тивĕç».

Кăçалхи апрель уйăхĕнчен пуçласа районта нумай функциллĕ центр ĕçлет. Центр патшалăх тата 50 ытла тĕрлĕ муниципаллă пулăшупа тивĕçтерет. Пулăшусем – тÿлевсĕр. Çитес вăхăтра нумай функциллĕ центр халăха та электронлă пулăшупа тивĕçтерĕ. Палăртмалла, центрта çынсен ыйтăвĕсене Венера Семеновна Мурзеева татса пама пулăшĕ. Центр телефонĕ: 2-13-30, адресĕ: райадминистрацин хушма çурчĕ, 7-мĕш кабинет.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика