Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çулăм сиенне ăнлантарăр

07 июля 2012 г.

Шкулсенче каникул пуçланнă май çак вăхăтра ачасен айăпĕпе пушарсем тухас хăрушлăх ÿсет. Килте асăрхавсăр юлнă ачасем çулăмпа ашкăнни пысăк инкекпе вĕçленме пултарать. Вĕсен аллине шăрпăк лекрĕ-тĕк, хăшĕ-пĕри тĕрлĕ япалана çунтарса пăхас тет, çакна вăйă вырăнне шутлать.

Ачасен пĕтĕмпех тытса пăхас, пĕтĕмпех пĕлес, аслисем пек пулас килет-çке. Аслисем çулăмпа усă курнине, вăл апат-çимĕç хатĕрлеме е ытти ĕçсене тума пулăшнине курса ачасем унăн сиенне туллин ăнланмаççĕ, хăрамаççĕ. Çавăнпа та вĕсемпе пушар хăрушсăрлăх правилисем çинчен калаçмалла, çулăмпа вылянин хăрушлăхне ăнлантармалла, пушар мĕнле инкек кÿнине каласа кăтартмалла. Шăрпăксене, зажигалкăсене пĕчĕккисем çитмелле ан хурăр, пысăкраххисене электроприборсемпе ĕçлеме вĕрентĕр.

Тепĕр чухне ачасене чăнах та вăхăтлăха килте хăйсем тĕллĕнех хăварма тивет. Анчах килтен тухса каяс умĕн аслăраххисене пĕчĕккисене çирĕп асăрхама хушса хăвармалла. Е кÿршĕсене, пĕлĕшсене-тăвансене ачасемпе вăхăтлăх пулма ыйтсан аванрах.

Ачасене çуртсенче, хваттер-пÿлĕмсенче питĕрсе хăварни уйрăмах хăрушă. Пушар тухас-тăк, çунакан пÿлĕмрен хăйсем тĕллĕн тухма йывăр пулĕ. Вĕсене пулăшу чĕнме вĕрентни те пĕлтерĕшлĕ, инкекре нихăçан та çухалса ан кайччăр.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика