Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ишме пĕлмесен шыва ан кĕр

07 июля 2012 г.

А.ДМИТРИЕВ, райадминистрацин ятарлă программăсен пай начальникĕ.

Çуллахи шăрăх кунсенче çынсем пĕвесемпе кÿлĕсен таврашне туртăннинчен тĕлĕнме кирлех мар пулĕ: шыва кĕрсе уçăлас килет, пулă тытни те – хăйне май йăпанăç. Анчах тепĕр чухне шыв хĕрринче асăрханулăха çухататпăр, шывăн турачĕ çукки пирки аса та илместпĕр. Шыв вара кун пеккине каçармасть. Шыва кĕнĕ чух питĕ асăрхануллă пулмалла. Тарланă хыççăн, лайăх типмесĕр, тÿрех кÿлле е пĕвене чăмма ан васкăр. Çавăн пекех, малтан тĕплĕн терĕслемен вырăнсенче те шыва кĕме юрамасть: шыв тĕпĕнче йывăç тымарĕсем, шыва путнă тĕрлĕрен амантакан, касакан, чикекен япаласем пулма пултараççĕ. Ишме пĕлмесен те шыва кĕресси пирки манмалла. Ачасен çыранран инçе ишсе каймалла мар. Мĕншĕн тесен çамрăк организм хăвăрт ывăнать, каялла ишсе тухма вăй-хал çитмессе те пултарать. Çавăн пекех, шыва кĕме ачасен хăйсен çеç каймалла мар – юнашар яланах аслисем пулмалла. Вĕсем путакансене хăтарма, çийĕнчех малтанхи пулăшу пама пултараççĕ. Авăрсенчен те сыхланăр. Ÿсĕр çыншăн тинĕс те чĕр куççи таран çеç тетпĕр-ха та, анчах апла мар: вĕсем тарăн мар çĕртех путса вилме пултараççĕ. Пĕр сăмахпа, шыв ÿсĕрсене юратмасть.

Шыв электричествăна хăй витĕр питĕ лайăх ярать. Çавăнпа аслатиллĕ çумăр вăхăтĕнче шыва кĕме юрамасть, кун пек чухне çыранран аякрах пулма тăрăшăр. Пĕве-кÿлĕ урлă карнă электролинисен айĕнче шыва кĕни те хăрушă – кĕтмен çĕртен пралук шыва ÿкме пултарать. Кĕперсемпе каçăсен айне те ишсе ан кĕрĕр – вĕсем ÿкме пултараççĕ е вĕсем çинчен мĕн те пулин татăлса анмасть тесе никам та шантараймсть. Шыва кĕнĕ чух ашкăнни те вырăнсăр – вăйă инкекпе вĕçленесси инçе мар. Çу кунĕсенче шкулсенче ачасен ĕçпе кану лагерĕсем ĕçлеççĕ. Ачасен, паллах, ĕç хыççăн шыва кĕресех килет. Ан тив, ишсе-чăмса савăнччăр, киленччĕр – анчах аслисем, çакăншăн яваплă çынсем пулччăр. Путма пуçланă çынна хăвăр вăйăрпа çеç пĕрремĕш пулăшу пама май килмесен çийĕнчех васкавлă пулăшу чĕнсе илме тăрăшмалла. Похода кайсан та ачасен, çитĕннисен те пĕлмен пĕвере е кÿлĕре шыва кĕрессинчен тытăнса тăрсан лайăх – инкек сиксе тухмĕ. Çынсене шыва кĕме юракан вырăнсене малтан питĕ тĕплĕн тĕрĕслемелле, çынсем нумай пухăнакан вырăнсенче ушкăнран кама та пулин яваплине палăртсан лайăх. Шыва кĕме юраман, хăрушлăх кăларса тăратма пултаракан вырăнсен çывăхне асăрхаттару паллисем лартса тухмалла. Аслисен ачасене шывра, кÿлĕ-пĕве çыранĕнче асăрхануллă пулмаллине аса илтерсех тăмалла.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика