Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕн ĕçсен ăш канать-ши?

07 июля 2012 г.

Шăрăхра, хĕвел хĕртсе пăхнă чух нихçанхинчен те ытларах ăш хыпать, пĕр вĕçĕм ĕçес килет. Çакна кашни хăйне май ирттерме тăрăшать: пĕрне çăлти сиплĕ шыв кăна кирлĕ, тепри сивĕ чей ĕçме кăмăллать, виççĕмĕшĕ шăрăхра та сăра кĕленчи еннелле туртăнать...

Лавккасенче сутакан уçăлтаракан пылак шывсене кĕленчи-кĕленчипе пушатсан та уссине курмастпăр. Газ хушнă шĕвексене сивĕтмĕшрен кăларса ĕçсен те ăш канмасть.

Тĕрĕссипе мĕншĕн çапла пулса тухнине тĕшмĕртетпĕр-ха. Шăрăхра газ хушнă пылак шыва пачах ĕçмелле маррине кашниех илтнĕ-тĕр. Вĕсем, кислотапа сахăр хушса хатĕрленĕскерсем, организмри тутă туякан рецепторсене вăратаççĕ. Çавăнпа газ хушнă шывсене ĕçнĕçемĕн ĕçес килсе тăрать. Вĕсенче сахăр та нумай,100 грамм шĕвекре 40-50 калл. Çакă пĕр стакан чее 5 кашăк сахăр янă пекех. Эпир вара газ хушнă шывсене шăрăхра çĕршер грамăн мар, литрĕ-литрĕпе çăтатпăр. Çитменнине вĕсенчи ортофосфор кислоти шăлсене пĕтерет, организмри кальцие хăваласа кăларать. Пылак шывсенчи тĕс, тутă кĕртекен хими хутăшĕсемпе стабилизаторсен сиенĕ пирки кашниех илтнĕ. Çу кунĕсенче, шăрăхра мĕн ĕçни лайăхрах-ха;

Хура чей

Великобританипе араб çĕр-шывĕсенчи чи юратнă ĕçмене эпир те килĕштеретпĕр. Хура чей – чи анлă сарăлни. Вăл организма ырă витĕм кÿрет. Унри кофеин ĕçлес хăвата ÿстерет, кăмăл-туйăма çĕклентерет, пăлханнинчен сыхлать, юн пусăмĕ пĕчĕк пулсан хăпартать. Анчах виçерен ытлашши (кунне 3-4 чей куркинчен ытларах) ĕçни апат ирĕлтерекен органсен ĕçне пăсать, ыйхă вĕçет, юн тымарĕсем сарăлса каяс хăрушлăх пур.

Симĕс чей

Тĕнчери чи усăллă ĕçмесенчен пĕри: юн тымарĕсене çирĕплетет, юн çаврăнăшне лайăхлатать, холестерин шайне пĕчĕклетет, организмри сиенлĕ япаласене кăларма, апат ирĕлтерес ĕçе йĕркене кĕртме, начарланма тата ыратнине ирттерме пулăшать. Анчах виçинчен ытларах ĕçсен пÿрепе пĕвере сиен кÿме пулать. Кулленхи норма – 4-5 чей курки. Сахăрсăр, лимон ярсан аванрах. Тĕлĕнмелле пек туйăнать - шăрăхра вĕри чей усăллăрах. Вĕри чее организм тÿрех йышăнать, вăл ытларах тарлаттарать. Этем вара ăшша тарпа анчах кăлараять.

Минерал шывĕ

Ăш хыпнине ирттерме пулăшас енĕпе вăл иккĕмĕш вырăнта. Унри тăварсемпе биологи тĕлĕшĕнчен активлă япаласем организмшăн питĕ усăллă. Анчах ăна та газ хушманнине туянма тăрăшмалла.

Кофе

Шăрăхра ăна хатĕрлемесен те юрать. Е ирхине пĕр курка ĕçнипех çырлахăр. Унсăрăн чĕрене йывăр килĕ.

Улма-çырла сĕткенĕсем

Вĕсенче пире кирлĕ витамин, минерал нумай. Анчах улма-çырла сĕткенĕсене те сахăр хушаççĕ, çавăнпа та вĕсем шăлсене пĕтереççĕ. Нумай ĕçсен углеводсен ылмашăвĕ пăсăлма пултарать, кунне пĕр стаканран ытла ĕçмелле мар.

Морс

Çулла йÿçекрех, хĕрлĕ хурлăхан, шур çырли морсĕсен усси ытларах. Вĕсем юна лайăх шĕветеççĕ, ăш хыпнине ирттереççĕ, организма кирлĕ микроэлементсемпе тивĕçтереççĕ.

Сĕт юр-варĕ

Турăх, уйран, пылак мар йогурт ĕçес килнине ирттерме, пыршăлăхри микрофлорăна йĕркене кĕртме май параççĕ. Кунне 3-4 стакан таран ĕçме юрать.

Килти квас

Шăрăхра ун усси пысăк. Анчах пластик савăтра сутакан, çур çул каялла кăларнă лавкка квасне туянма тăхтăр. Вăл ахаль лимонадран тутипе çеç улшăнса тăрать. Унăн уссинчен сиенĕ пысăкрах пулма пултарать.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика