Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял урамĕсене тасалăхра тытар

07 июля 2012 г.

Нихăш чĕр чун та хăй пурăнакан вырăна çын пек вараламасть!

"Этем хăйне алла тытма вĕреничченех çут çанталăкпа хуçаланать", – тенĕ А.Швейцер. Чăннипех те çапла, халь çеç ураланма тытăнакан та вĕçĕ-хĕррисĕр пуянлăх пăхаттирĕ, яш-кĕрĕмпе ватти-вĕтти те унăн хуçи.

Этем пĕр вĕçĕмсĕр аталанать пулин те ĕмĕртен пыракан сиенлĕ йăласене хирĕç тăма хал çитереймест. Йĕри-тавра пулса иртекен тискер ĕç-пуçа шута илсен тепĕр чухне çĕнĕ самана ырлăхне çилпе вĕçтернĕнех туйăнать. Несĕлсем парнеленĕ тупра кашни самантрах шар курса чуралăхран хăтăлаймасăр çухалать. Айăпĕ – çын çав тери чунсăрланнинче, аталану картлашкин аялти пусминчен хăпарайманнинче мар-и-ха;

Юлашки 20-25 çул хушшинче этем ытла вĕçкĕнленсе-çăмăлттайланса кайни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Утăмсерен тăвакан киревсĕр ĕçĕн палли чăннипех те шухăшлаттарать, хăй çинчен аса илтерсех тăрать. Пĕр йывăç тĕмĕ лартса курманниех виçĕ йывăçа тĕпрен кăклать. Тепри – ĕç-пуç мĕнпе вĕçленессине ăнкараймасăрах – вут чĕртме хăять. Виççĕмĕшсем вăхăтлăха канма ларнă вырăна пăхма епле хăрушă-çке тата! Мĕн кăна хăвармаççĕ пÿтсĕрсем хăйсем хыççăн: эрех-сăра савăчĕ, çатăркка хут, пирус тĕпĕ... Вăхăт иртсен вĕсем хыççăн юлнă "çимĕçе" пуçтараканни икĕ аллипе пĕççине шарт! çапса тĕлĕнет те: "Камран вĕренеççĕ-ши;" - тесе ÿпкелешет. Хуравне шырама аякка кайма та кирлĕ мар.

Çур кунĕсем пынă май ăçта килнĕ унта кăмпа евĕр шăтса тухнă кĕленче, пластмасса савăтсенчен тĕлĕнме пăрахрăмăр ĕнтĕ. Хуласенче тирпей-илем кÿрекенсем кĕске вăхăтрах ăпăр-тапăра миххи-миххипе пуçтараççĕ. Ялсенче вара;! Мĕнле купаласа пухса хунă, çапла выртать юр çăвиччен. Çав савăтсемех кулленхи çÿп-çапăн 40-60 проценчĕ пулни те хăрушă, вĕсенчен 3 проценчĕ кăна иккĕмĕш хут ĕçе кĕрет-çке. Паянхи кун, 20 çулхипе танлаштарсан, этем хăй хыççăн икĕ теçетке ытларах çÿп-çап хăварать.

Чылай ял çывăхĕнчи лару-тăру та савăнтараканниех мар. Çырма-çатрасенче кивĕ атă-пушмакран пуçласа сĕтел-пукан таранчченех йăваланни – халăхăн пысăк йăнăшĕ те инкекĕ. Шел пулин те, кун пек шухăшлакан çав тери сахал. Кил-хуçалăхра усă курман хатĕр-хĕтĕртен çакăн пек мелпе хăтăлса тĕрĕс тăваççĕ-ши;

Çÿп-çап тăкма ятарлă полигон тумалла мар-и; Ял урамĕсенче ăпăр-тапăр тăкмалли контейнер пулсан та аван пулĕччĕ. Анкарти хыçĕнчи е çул хĕрринчи çырма вăл контейнер мар, ăна никам та пăхса, тирпейлесе тăмасть, çÿп-çапĕ кăна пухăнса пырать.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика