Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çитес шăмат кун – пĕр кунта икĕ уяв

30 июня 2012 г.

30.06.2012

Июлĕн 8-мĕшĕнче – Çемье, юратупа шанчăклăх кунĕ. Çак кун тĕн çыннисем Петрпа Феврони çветтуйсене – çемьене, кил вучахне хÿтĕлекенсене – асра тытса, сума суса пурăннипе çыхăннă.

"Юрату йĕрне юр та шăлмасть, шыв та илмест", – теççĕ халăхра. Чи тарăн туйăмсем çеç пире мĕн пур ыйтăва татса пама, йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшаççĕ, ыранхи куна шанса пурăнма, пурнăçра ăнăçу тума хавхалантараççĕ, хамăрпа хамăр ĕçлеме, пĕрмаях çĕнелсе улшăнма хистеççĕ.

Çавăн пекех июлĕн 7-мĕшĕнче – Кооперативсен пĕтĕм тĕнчери кунĕ.

Çак уявсем умлă-хыçлă тата канмалли кунсенче килнĕ май, районта вĕсене çитес шăматкун пĕр кунта икĕ уяв ирттерме палăртнă. Июлĕн 7-мĕшĕнче уявра Хĕрлĕ Чутайри культурăпа кану центрĕ умĕнче чăваш эстрада çăлтăрĕсен концертне йĕркелеме тĕллев лартнă. Çавăн пекех асăннă кун мероприятире районти темиçе çемье Чăваш эпархийĕн митрополичĕн Варнавăн Тав çырăвĕсене тивĕçĕç. Ĕçленĕ хыççăн канма та пĕлесчĕ. Пурте – уява

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика