Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Врач суйлама ирĕк пур

20 июня 2012 г.

А.ВЛАДИМИРОВА хатĕрленĕ.

Малашне пациент поликлиника, больница тата сыватакана хăй суйлама пултарĕ. Кун пек майсемпе усă курассине саккунпа çирĕплетнĕ ĕнтĕ. Ăçта каймалла тата мĕн тумалла;

Суйлас ирĕк камăн пур

Йĕрке тăрăх сыватакан учреждение тата врача çитĕнсе çитнĕ граждансен суйлама ирĕк пур. Раççей халăхĕ кăна мар, ытти çĕр-шывсенчи граждансем те кун пек правăпа усă курма пултараççĕ, беженецсем те, гражданлăхсăррисем те. Ача-пăча валли сыватакан врача ашшĕ-амăшĕ е вĕсен саккунлă представителĕ суйлать.

Çар службинче тăракансем, призывниксем, контрактниксем, альтернативлă службăра тăракансем кун пек правăпа усă курма пултараймаççĕ. Тĕрмере е колонире ларакан граждансем те суйлаймĕç.

Ăçта каймалла

Гражданин хăй е унăн представителĕ суйланă медицина учрежденине заявлени тăратма кирлĕ. Вăл организацийĕн тата ертÿçин тулли ятне, адресне кăтартма тивĕç.

Заявленире мĕн çырмалла

Хăвăрăн хушаматăра, ятăра, ашшĕ ятне. Арлăх, çуралнă кун, гражданлăх паллисем пулмалла. Ăçта пурăннине е регистраци вырăнне кăтартмалла. Телефон номерне, электронлă почта адресне çырма манмалла мар. Полисăн номерне, страхлав компанине, поликлиникăн тулли адресне палăртмалла.

Мĕнле документсем кирлĕ пулаççĕ

Заявленипе пĕрле паспорт оригиналне, ачасен – Çурални çинчен панă хута; страхлав полисне (ОМС) кăтартас пулать. Заявление саккунлă представителĕ тăратать пулсан – унăн паспорчĕ те. Хăш-пĕр категорисен хушма документсем те хатĕрлес пулать: беженецсен – статуса çирĕплетекен, ĕнентерекен удостоверени; ют çĕр-шыв халăхĕсен – паспортсăр пуçне Раççейре вăхăтлăха пурăнма ирĕк панă паллă.

Врача мĕнле майпа суйламалла

Гражданин суйланă поликлиникăна пырсанах ăна врачсен списокĕпе – педиатрсемпе, терапевтсемпе, участокри врачсемпе, фельдшерсемпе – паллаштарма тивĕç. Унсăрăн пуçне вăл е ку врачăн миçе пациент пулнине пĕлтермелле.

Процесс мĕнле иртет

"Çĕнĕ" поликлиника "киввинчен" пулас пациент панă документсене тĕрĕслет. Çак процесс тăватă кун хушшинче иртет. Унтан тин "çĕнĕ" поликлиника пациента йышăннине шăнкăравласа е çырупа пĕлтерет. Тата ултă кун сывалакан чирленин историне куçарнипе иртет: документсем çухаласран ăна пациент аллине памаççĕ, ку ыйтăва медицина учрежденийĕсем хăйсемех татаççĕ.

Больницăна выртас тетĕр-и;

Больницăна выртас тет пулсан та гражданин хăй килĕшнĕ сыватакан учреждени суйлама пултарать. Анчах та врачăн рекомендацийĕсене шута илме тивет.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика