Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Татăклă чарусем тата правилăсем

20 июня 2012 г.

В.ЯКУБОВА, Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи Управленийĕн Çĕмĕрлер

РФ территорийĕнче табак продукцине сутас ĕçе федераллă саккунсем йĕркелесе пыраççĕ.

Туртассине чармалли çинчен калакан саккуна çĕнĕлĕхсем, татăклă чарусем тата правилăсем хушăнаççĕ:

– туса кăларни, импортлани, сигаретсен курттăм тата вак суту-илĕвĕ гигиена нормисене пăхăнма кирлĕ. Вĕсенчи сиенлĕ хутăшсен виçи палăртнă нормăран иртмелле мар: фильтрлă сигаретсен – пĕр сигарет пуçне 14 мг сăмала тата 1,2 мг никотин, фильтрсăр сигаретсен – пĕр сигарет пуçне 16 мг сăмала тата 1,3 мг никотин пулмалла;

– пирусăн кашни пачки çинче унăн сиенĕ пирки калакан сăмахсем курăнмалла;

– сигаретсене, папироссене пĕрерĕн сутма чарни, çак ĕçре автоматсемпе усă курма пăрахтарни;

– вĕренÿÿ, культура, сывлăх сыхлавĕн, физкультурăпа спорт организацийĕсенче вĕсемпе сутă тума юраманни. Вăл ĕç вĕренÿ учрежденийĕнчен 100 метртан кая мар пурнăçланмалла;

– сигарет, папирос пачкисем çинче унăн хакĕ, сведенисем (хăçан тата ăçта кăларни) пулмалла;

– унăн хакĕ упаковкăринчен иртмелле мар;

– тавар, туртмалли-и вăл е чăмламалли-и, ĕммелли-и е шăршламалли-и, трубкăллă-и е кальянлă-и, упаковкăра пулма тивĕç. Упаковка виçи 500 грамран иртмелле мар. Продукци çинче ятарлă марка палли пулмалла.

Саккунпа килĕшÿллĕн 18 çул тултарман çамрăксене сигарет сутнăшăн çирĕпрех айăплама йышăннă. Сутакан граждансен кĕсйисене 1,5-2 пин тенкĕлĕх çÿхетме тивĕ, должноçри çынсен – 3-4 пин тенкĕлĕх, юридици сăпачĕсен – 30-40 пин тенкĕлĕх.

Административлă йĕркене пăсни çинчен протокол полици ĕçченĕсем е ятарлă органсем çыраççĕ.


Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика