Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçес-и, ĕçес мар-и?

16 июня 2012 г.

И.БУЛЫГИНА.

Раççейре 15 миллион çын алкоголизм чирĕпе аптăрать: вĕсен 96,2 проценчĕ хаяр шĕвеке 15 çула çитичченех тутанса курнă, 30 процентран ытларахăшĕ – 10 çула çитменнисем. Çулсерен çак сăлтава пула 400 пин çын пурнăçĕ татăлать, вĕсенчен чылайăшĕ вăй питти, ĕçлеме пултаракансем. 50-60 пин çын эрехпе наркăмăшланнипе вилет, ыттисем – хаяр шĕвеке тутанса шывра путнипе, çунса кайнипе, шăннипе, çул-йĕр аварине лекнипе, вăрçнипе тата хăй çине алă хунипе. Ĕçкĕçсем хушшинче çаратни – 56 процент, вăрă-хурахла ĕçсем туни – 80 процент.

Пирĕн республикăра çак йывăрлăхпа кĕрешес ĕç аталансах пырать. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн (25-мĕш декабрь, 2002 çул) Чăваш Республикин Президенчĕ "Алкогольпе усă курассине тĕрĕслеве вăйлатмалли хушма мерăсем çинчен" Указ йышăннă, "Чăваш Республикинче сывă пурнăç йĕркине тытса пырас" тĕллевлĕ программа йĕркеленĕ (2010-2012 çулсем). "Сывлăхлă хуласем, районсем, халăх" регионсен сечĕ, халăх сывлăхне упрас, сыхлас тата профилактика ĕçĕсем ирттерес тесе "Сывлăх профилĕсем" уçнă.

2011 çулта хаяр шĕвекпе наркăмăшланни 2010 çултипе танлаштарсан 5,5 процент чакнă. Ытларах шур эрехпе, суррогатлă спирт шĕвекĕпе наркăмăшланни паллă. Кун пек майпа вилни 17,5 процент чакнă. Çак сăлтава пулах васкавлă пулăшу чĕннисем те чылайăн: кăçалхи январь-июнь уйăхĕсенче 2407 çынна япăх пулнă.

Алкоголь тата суррогатсем халĕччен никама та ăс-тăн енчен аталанма пулăшман. Шурлăхран шыв ĕçме юраманнине пурте пĕлетпĕр. Çапла аптекăра сутакан "фунфуриксем" те сывлăха хавшатаççĕ, сиен кÿреççĕ.

Алкоголь умĕнче пурте пĕр тан. Çавăнпа та вăл чирпе хăй тĕллĕн кĕрешме йывăртарах, пулăшу ыйтма специалист – психиатр-нарколог, токсиколог – патне каймаллах.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика