Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Амăшĕн капиталĕнчен – процент

09 июня 2012 г.

А.КАРПОВА хатĕрленĕ.

Федераллă амăшĕн капиталĕн сертификачĕ пур граждансен "анне укçипе" усă курмалли тепĕр мел пулма пултарать. Патшалăх Думинче иккĕмĕш е ун хыççăнхи ачасемшĕн паракан укçана банка хума ирĕк паракан саккун проектне пăхса тухма палăртнă.

Саккун проектне хатĕрлекенсем çапла ăнлантараççĕ: амăшĕн капиталĕн укçине алла илме юрамасть, анчах та ăна банка хурсан унăн проценчĕсемпе усă курма юрасан аван пулмалла. Калăпăр, банкра амăшĕн капиталĕн сумми çумне çулталăкне 10 процент хушăнсан та 40 пин тенке яхăн укçа пулать, ку нухратпа çемье компьютер, кĕпе-йĕм çумалли машина, холодильник илме е тинĕс хĕрне канма кайма усă курма пултарать. Пурне те пурăнмалли вырăн кирлĕ мар-çке, ачисене вĕрентме те пурте амăшĕн капиталĕпе усă курмĕ, пулас пенси çумне хушма та хĕрарăмсем "анне укçипе" усă курасшăнах мар. Апла пулсан мĕншĕн çемьесен çак укçана банка хурса проценчĕсемпе усă курас мар?

Амăшĕн капиталĕн укçине алла илме хăтланса чылайăшĕ ултавçăсен аллине лекет. Çак укçапа ытларах тĕллевпе тата алла илсе усă курасси пирки тахçантанпах тĕрлĕ шайра калаçаççĕ. Çÿлерех асăннă саккун проекчĕпе килĕшекенсем те, ăна хирĕçлисем те пур. Патшалăх Думи мĕнле йышăну тăвасса кăна кĕтмелли юлать.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика