Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ача усрава илнĕшĕн – 300 пин

09 июня 2012 г.

А.Карпова

Республика правительстви ача усрава илекен çемьесене пĕр хутчен 300 пин тенкĕ памалли çинчен калакан саккун проектне ырланă.

Чăваш Енре çулталăкне ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă 500-700 ачана шута илеççĕ. Асăннă саккун проекчĕ вара çемьесене çак ачасене усрава илме хавхалантарĕ.

Республикăри тăлăх ачасене ытларах ют çĕр-шыв гражданĕсем усрава илеççĕ иккен. Çĕнĕ саккун проекчĕ пурнăçа кĕрсен ачасем республикăрах юлас шанăç ÿсет.

Ача усрама илнĕшĕн 300 пин тенкĕ 2015 çултан пама пуçлаççĕ. Çак тĕллевпе республика бюджетĕнче тăхăр миллион тенкĕ пăхса хурĕç. Укçана çемьесем ача усрава илнĕ хыççăн виçĕ çултан илме пултарĕç. Анчах та усрава илнĕ çынсене ашшĕ-амăшĕн прависĕр хăварсан, вĕсен асăннă суммăна каялла тавăрса пама тивĕ.

Палăртмалла, кун пек хавхалантарусем çĕр-шыври хăш-пĕр регионсенче "ĕçлеççĕ" те ĕнтĕ. Анчах та пулăшу сумми пур çĕрте те тĕрлĕрен – Пушкăрт Республикипе Бурятире – 250 пин тенкĕ, Мускавра – 500 пин тенкĕ

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика