Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăрханăр: Афера!

06 июня 2012 г.

А.ВЛАДИМИРОВА хатĕрленĕ.

Вăрă-хурах ушкăнĕ кĕсье хулăнлатма чылай чухне чирлĕ çынсене – пенсионерсене – суйласа илет.

Юлашки вăхăтра çакнашкал майпа укçа тăвакансен пысăк ушкăнне тытса чарнă. Следстви шучĕпе преступниксем икĕ çула яхăн иртĕхсе пурăннă, пин ытла çынна улталанă.

Преступлени схеми питĕ ансат. Ултавçăсем тĕрлĕ çăл куçран БАД (биологи хутăшĕсем) туяннă çынсене шыраса тупнă. Çакăн хыççăн вĕсем ватăсене шăнкăравланă. Суя роль выляса. Перекет банкĕн сотрудникĕ, Роспотребнадзор çынни, прокурор, суд представителĕ... Акă ултав рольсен тулли мар списокĕ.

Пурне те пĕрешкел истори каласа панă: нумаях пулмасть хулара суя БАД-сем сутакан преступниксене тытса чарнă. Çавна май инкек курнисене, унччен çакнашкал хутăш туяннисене, патшалăх бюджетĕнчен пысăк укçа парса саплаштарма йышăннă имĕш. Анчах тивĕçнĕ укçан 10-15 процентне тÿлесе илмелле. Страхлав взносĕ вырăнне, налук тесе, инкассаци валли тата ытти сăлтав тупнă ултавçăсем.

Паллах, карчăксемпе стариксем тÿленĕ, анчах тăкакшăн нимĕнле укçа та илмен. Юрать-ха инкек тÿсекенсен йышĕнче ăслăраххисем тупăннă – йĕрке хуралĕн органĕсене заявлени çырса панă.

Аферистсене хупăрласа илме май килнĕ. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри офис чÿречинчен те сикме хăтланнă, анчах нихăшĕ те тарса ÿкеймен. Ултавçăсенчен вун тăваттăшĕ халĕ тĕрмере ларать, çиччĕшне тухса çÿремелле мар тесе алă пустарнă.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика