Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йăлтах хатĕр пулĕ

06 июня 2012 г.

Хамăр корр.

Правительство çуртĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ И.Моторин ертсе пынипе Республика кунне хатĕрленсе ирттерес ыйтупа йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕ иртнĕ. Унта тăватă тĕп ыйтăва пăхса тухнă.

"Тĕп новацисен вăхăчĕ" V экономика форумне хатĕрленни çинчен экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министрĕ А.Табаков каласа кăтарнă. Форум июнĕн 22-23-мĕшĕсенче пулать. Раççей Пĕтĕм тĕнчери суту-илÿ организацине кĕни, пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарни, инноваци ĕçĕ-хĕлĕ тата ытти ыйтупа конференцисем, семинарсем, "Çавра сĕтелсем" ĕçлĕç. Форума çĕр-шыври ятлă-сумлă экспертсем хутшăнĕç.

Наци библиотекинче интереслĕ курав йĕркелеме палăртнă.

Пĕтĕм тĕнчери фейерверксен фестивалĕ икĕ куна пырĕ. Çĕнĕлĕх кĕртнĕ – ăна кĕвĕ-çемĕпе илемлетĕç. Уяв хăнисене виçĕ тĕп вырăн кĕтет: Хĕрлĕ Тÿрем, Анне монуменчĕ, "Çĕнтерÿ" мемориал комплексĕ. Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн XX "Раççей çăл куçĕсем" фестивале çĕр-шывăн тĕрлĕ регионĕнчен тата чикĕ леш енчен 35 коллектив хутшăнать. "Шупашкар урамĕсенче рабочисем çул-йĕре юсаççĕ. Урамсемпе тăкăрлăксенчи ĕçсене июнĕн 20-мĕшĕччен вĕçлетпĕрех", – шантарчĕ тĕп хула пуçлăхĕ Л.Черкесов.

Июнĕн 24-мĕшĕнче "Шупашкар: 500 çул" паркра республикăри тĕп Акатуй иртет. Кунта çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен ентешĕмĕрсем те килсе çитĕç

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика