Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Урă пурнăç– ырă пурнăç

06 июня 2012 г.

С.ПЕТРОВА.

Хăть тем калаччăр та, "Эрех ĕçсе ашкăнни – кивĕ саманаран юлни" тенипе нихăçан та килĕшессĕм çук. Мĕншĕн тесен ĕлĕкхи çынсем ĕçкĕ-çикĕ виçине питĕ лайăх пĕлнĕ. Хăна-вĕрле пухсан та çынлăхпа сăпайлăха, тараватлăхпа ыр кăмăллăха чи малти вырăна хунă. Хальхи пек урмăш сасăпа юрласа та чуна çÿçентермелле кăшкăрса кил-çурт лăпкăлăхне, урам илемĕпе шăплăхне пăсман. "Урпа сăрипех ÿсĕрĕлтĕмĕр. Тепĕр кунне мухмăр чĕртесси асра та пулман пирĕн", – тетчĕ çав вăхăт пирки сăмах пуçарсан юратнă аннем. Паянхи лару-тăру вара пачах урăхла. Эрех ĕçсе анкă-минкĕленнĕ çынсен мыскарисене çине-çинех курма тивет. Ĕçкĕ виçине пĕлми пултăмăр. Виçи çук-тăк, унăн культури те çук. Çурма çарамасланнă хĕр урам тăрăх кĕленчерен сăра ĕçсе пынине те йĕркеллĕ пулăм вырăннех йышăнма тытăнтăмăр мар-и? Пĕр çыравçă çапла каланăччĕ: "Пĕрремĕш черккене асăрханса тытатпăр-ха, иккĕмĕшне ĕçсе пама тăхтаса тăратпăр, виççĕмĕшне вара... ыйтсах илетпĕр". Чăн та çапла вĕт! Кайран мĕн пулса тухасси пирки пуç ватса шухăшламастпăр çав. Черкке шутне çухататпăр, чыса варалатпăр. Тĕппипе ĕçсе панă черкке тĕпне савнă мăшăрĕн, амăшĕн, çывăх çыннисен куççулĕ тумланине асăрхама çивĕч куç мар, сисĕмлĕ чун-чĕре кăна кирлĕ те... Мĕншĕн çав териех ĕçме пуçларĕ-ши халăх? Тем тесессĕн те çитмен пурнăç мар, ытлашши пурнăç çапла иртĕхтерет пулĕ. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнакансем вара тĕрлĕ шайри ăмăртусене хутшăнаççĕ. Сăра барĕ умĕнче ирех пиçен пек сулланса тăракансене мĕнле майпа стадиона илсе пымалла-ши? Атьăр-ха пĕрле шухăшласа пăхар çакăн пирки, хисеплĕ вулаканăмăрсем!

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика