Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕллеччен кĕтĕç

06 июня 2012 г.

А.ВЛАДИМИРОВА хатĕрленĕ.

Раççейре училищĕне, колледжа тата лицее вĕренме кĕрес йĕрке улшăнчĕ.

Малтанхи пекех пуçламăш професси пĕлĕвĕ тÿлевсĕр пулĕ. Çĕнĕ правилăна пăхас-тăк, вĕренÿ учрежденийĕн 1-мĕш февральтен кая мар информаци стенчĕ çинче е сайтра профессисен шутне кăтартмалла, 1-мĕш июньтен кая мар пĕтĕмĕшле миçе вырăн пулнине пĕлтермелле, вăл шутра общежитинче те. Ку вăл ытти республикăсенчен, хуласенчен, районсенчен килекенсене пĕлме. Кÿртĕм экзамен пынă вăхăтра йышăнакан комисси кунсерен информацие çĕнетме тивĕç.Тата кашни вĕренÿ заведенийĕнче телефон линийĕ йĕркелеççĕ, çакă чĕнсе каланисене хурав пама май парĕ. Колледжа, училищĕне е лицее вĕренме кĕрес тесен документсене (заявлени, паспорт тата аттестат ксерокопийĕсене, тăватă сăн ÿкерчĕк) почта урлă та тăратма пултаратăр. Заявленисене август вĕçĕчченех йышăнма тивĕç. Классем, ушкăнсем тулса çитмесен – декабрĕн 25-мĕшĕччен.

Раççей колледжĕсенче ытти çĕр-шыв гражданĕсем те вĕренме пултараççĕ, анчах тÿлевлĕ майпа.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика