Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ташша яра пар!

02 июня 2012 г.

А.КАРПОВА.
Присоединенное изображение
Оригинал изображения

Шăпах çак ятпа майăн 31-мĕшĕнче Сĕнтĕкçырминчи Культура çуртĕнче Чăваш АССР-ĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Алексей Мокин ячĕпе районти ташă фестивалĕ иртрĕ.

Пĕрремĕш ташă фестивальне йĕркелесе ирттерекенсем – райадминистрацин культурăпа спорт секторĕ тата Хусанушкăнь ял тăрăхĕн администрацийĕ. Конкурса пурĕ сакăр ял тăрăхĕнчи 13 коллектив хутшăнчĕ. Куракансем ачасем тата аслисем ташланă 21 ташă пăхса киленме пултарчĕç. Паллах, хăш-пĕр ташăсене калăплакансен сцена çине тухиччен ытларах ĕçлемелле, хăш ташăпа мĕнле костюм тăхăнмалли пирки те тĕплĕн шухăшламалла пулнă. "Пиçсе çитнĕ" номерсем çапах та ытларах пулни кăмăла кайрĕ. Тĕрлĕ халăх ташшисемпе савăнтарчĕç район артисчĕсем, çав хушăрах хĕрлĕчутайсем чăваш ташшине ытларах кăмăллани сисĕнчĕ.

Фестиваль вĕçленнĕ хыççăн Алексей Дмитриевич Мокинăн тăванĕсем – мăшăрĕ Альбина Вячеславовна, Светлана хĕрĕпе Юрий ывăлĕ – сцена çине тухса çывăх çыннине аса илчĕç, çакăн пек ташă конкурсĕ ирттернĕшĕн пурне те тав сăмахĕ каларĕç.

Жюри пĕтĕмлетĕвĕпе "Ташша яра пар!" фестиваль–конкурсра Хĕрлĕ Чутайри ачасен искусство шкулĕн çамрăк артисчĕсем çĕнтерчĕç (ертÿçи Наталья Храмова). Иккĕмĕш вырăна культурăпа кану центрĕн (Н.Храмова) тата Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулăн (Надежда Хохлова) ташă ăстисем пайларĕç. Питĕркасси (ташă лартаканĕсем Татьяна Сергеева, Оксана Мидушкина), Хĕрлĕ Чутай (Зинаида Мерескина, Нина Романова, Татьяна Сергеева), Штанаш (ертÿçисем Николай Майоров, Зоя Прокопьева) ял тăрăхĕн артисчĕсем хăйсен пултарулăхĕпе виççĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕç. Конкурс çĕнтерÿçисене Дипломсем тата парнесем парса чысларĕç.

Пĕтĕмĕшле илсен ташă фестивалĕ аван иртрĕ темелле, асăннă мероприятие йĕркелекенсемпе ташă лартакансем ыр сăмаха кăна тивĕç. Анчах та хăш-пĕр пулăмсем шухăша ячĕç: Атнар тата Мăн Этмен ял тăрăхĕсенче ташлама пултаракансем çук-ши е Хусанушкăнь ял тăрăхне çити кайма вăхăт тупайман-ши? Сцена çине ташлама тухма пултаракан арçынсем ăçта кайса пĕтнĕ вара районта? Ташă-юрă ăсти пулнă Алексей Мокина халалланă фестивале мĕншĕн пĕр арçын та хутшăнмарĕ? Юрать, ÿссе пыракан арçын ачасене – шкулта вĕренекенсене – сцена çинче курма пулчĕ. Пĕтĕм шанăç вĕсем çинче кăна пулас.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика