Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шывпа «эс» тесе калаçаймăн

02 июня 2012 г.

А.ДМИТРИЕВ, райадминистрацин ятарлă программăсен пайĕн начальникĕ.

Юхан шыв – яланах хăрушă вырăн. Шывра ишме пĕлмесен те шыв çинче пулма пултаратăн, çырантан инçетре ишсе кайса халтан каясси те пулать. Ишнĕ хушăра эсир вăйлă юхăма лекме е шывра ÿсекен тĕрлĕрен курăксемпе чăлханса ларма пултаратăр.

Шыва кĕнĕ чухне инкеке лекес мар тесен харпăр хăйне шывра мĕнле тытмалли хăрушсăрлăх тĕп правилисене пăхăнмалла:

• пĕлмен вырăнсенче шыва ан кĕрĕр, кунсăр пуçне шыва ан чăмăр, палăртнă вырăнсенчен инçе ишсе ан кайăр;

• вĕрсе хăпартнă матрассемпе е камерăсемпе çыранран инçе ан ишĕр;

• ÿсĕрле шыва ан кĕрĕр;

• хăвăрăн ачăрсене шывра ишме вĕрентĕр, шыв çывăхĕнче чухне ачасене никамсăр пăрахса ан хăварăр.

- Енчен те эсир шыва лекрĕр, анчах та ишме пĕлместĕр пулсан, шыв çине питпе çÿлелле выртăр та аллăрсене сарса хурса май килнĕ таран тарăннăн тата сайра сывлама тăрăшăр. Шыв çине ÿпне выртсан урасемпе велосипед педальне çавăрнă пек хусканусем тăвăр.

- Енчен те эсир ывăнтăр пулсан шыв çине çурăмпа выртса канăр. Алă-урана сарса, пуçа шыв çине хурса хăвăра лăпкă тытăр.

- Енчен те эсир шывра шăнтăр пулсан алăсене тата урасене черетлĕ хускатса ăшăнăр. Каннă хыççăн вара каллех çыран патнелле ишĕр.

- Енчен те сирĕн урана шăнăр туртса лартрĕ пулсан пуçа шыва чикĕр, урана тÿрлетсе алăпа пысăк пÿрнерен тытса хăвăр çинелле туртăр.

- Енчен те эсир шыв çаврăмне лекрĕр, шыв сире çавăрса илчĕ пулсан ÿпкене ытларах сывлăш пухăр та шыва чăмăр, урасемпе хăвăрттăн кăна тĕкĕр те айккинелле сикĕр.

- Енчен те эсир шывра ишме пĕлместĕр, анчах та шыва лекрĕр пулсан, хăвăра пулăшакансем пырса çитиччен шыв çийĕнче тытăнса тăма тăрăшăр. Шыв çине пите аялалла туса выртăр. Алăсене сарса хурса тарăнрах тата сайра хутчен сывлама тăрăшăр. Кун пек тусан эсир хăвăрăн вăй-хала сахалтарах пĕтеретĕр.

 


Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика