Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасене вăхăт уйăрар

02 июня 2012 г.

А.ГЕРАСИМОВА.

Йĕркеллĕ ашшĕ-амăшĕ ывăлне е хĕрне наркотик тытăмне е ытти сиенлĕ йăла тыткăнне лекесрен асăрхать. Кашниех ачисене ырă-сывă, ăслă-тăнлă, обществăна юрăхлă курасшăн. Çемье, унти хутшăнусем ачашăн воспитани тĕкĕрĕ пулса тăраççĕ. Ача çитĕннĕ май аслисен тыткаларăшне, хутшăнăвĕсене асăрхаса вĕсем пек пулса ÿсет. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн ачисемшĕн хăйсен ырă тĕслĕх пулмалла. Сăмах май, енчен те ашшĕ хăй те пирус туртать е ытти киревсĕр енсемпе туслă пулсан, ачисене çапла тума юрамасть тесе вĕрентнин усси пулмĕ. Юлашки вăхăтра чылай ача компьютер ăшне "путрĕ" тесен те йăнăш мар. "Ача килте, çĕрĕ-çĕрĕпе таçта çапкаланса çÿремест, киревсĕр çул çине тăрас хăрушлăх çук", – тесе лăпланать чылай ашшĕ-амăшĕ. Çав вăхăтрах компьютер та ачасен ăс-тăнне сиен кÿме пултарни пирки шухăшласах каймастпăр. Аслисен интернетри хăш-пĕр социаллă сайтсем урлă киревсĕр çынсем ача психикине, ăс-тăнне сиенлеме пултарнине асрах тытса вĕсем вылякан вăйăсене е кĕрекен сайтсене тĕрĕслесех тăмалла. Ача кăмăл-туйăмне сайтсенчи тĕрлĕ юлташĕпе пайласа тĕрĕс мар информаци илесрен те асăрханмалла. Вĕсене çак информаци тĕрĕс е йăнăш пулма пултарни пирки ăнлантарма ÿркенмелле мар. Чи кирли – аслисен хушшинче юрату, ăшăлăх, ăнланулăх хуçаланмалла. Ачасене спортпа туслашма пулăшмалла. Кун пек чухне вĕсен пушă вăхăтне тăтăшах урамри юлташĕсемпе е компьютер умĕнче ирттерме сăлтав çук. Ачасене пушă вăхăт уйăрассине пурлăхпа тивĕçтерессинчен маларах хумалла, мĕн савăнтарни е пăшăрхантарни пирки кăсăкланнă май чунтан калаçмалла, çитĕнĕвĕсемпе хавхаланма е куляннă чух вĕсемпе пăшăрханма пĕлмелле, вăхăтра кирлĕ канаш-сĕнÿпе пулăшмалла.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика