Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасене асăрхаса тăрăр

30 мая 2012 г.

С.СОРОКИН, районти пушар асăрхавĕн аслă инспекторĕ.

Майăн 25-мĕшĕ тĕлне районта 14 пушар пулчĕ, тăкакĕ – 700 пин ытла тенкĕлĕх. Пушарсем ытларах çынсен асăрханусăрлăхне пула тухаççĕ. Акă майăн 16-мĕшĕнче I Хурашашра сарай çунса кайнă. Сăлтавĕ – урампа иртсе пыракан çын сарай çывăхне чĕлĕм пăрахса хăварни.

Çак кунсенчех çиçĕме пула Хĕрлĕ Чутай салинче пурăнмалли çуртăн çи виттийĕ çунма пуçланă, юрать-ха çулăма хуçисем вăхăтра сÿнтернĕ.

Уйпуçĕнче вара типĕ курăка чĕртсе янă тĕслĕх пулнă, вут-çулăмпа çакăн пек "ашкăнакана" тупса палăртса явап тыттартăмăр – штрафларăмăр. Тепĕр хут аса илтеретпĕр – типĕ курăка чĕртекенсене айăплаççĕ, çакăншăн паракан штрафсем те сисĕнмеллех ÿсрĕç.

Çуллахи каникул пуçланнă май яла хуларан ачасем чылай килеççĕ. Çавăнпа та аслисене ачасене шăрпăкпа вылясран асăрхасах тăма сĕнес килет, мĕншĕн тесен пĕлтĕр шăп хула ачисем "пуçарнипе" пушарсем тухнă тĕслĕхсем пулса.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика