Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Маттурчĕ, маçтăрччĕ, хастарччĕ

30 мая 2012 г.

Светлана ЯРУТКИНА, Сĕнтĕкçырми ялĕ.
Присоединенное изображение
Оригинал изображения

Ыран А.Д.Мокин ячĕпе районта пĕрремĕш хут "Ташша яра пар" фестиваль иртет.

Кирек мĕнле çын та хăйĕн кун-çул сукмакĕпе утнă чухне яланах малалла талпăнать. Хăш чух пуçа килнĕ шухăш пурнăç тăршшĕпех хавхалантарса пырать. Тĕрлĕ ĕмĕтсем канăçа çухаттараççĕ, умри тĕллевсем çунатлантараççĕ. Этеме пурнăç йĕркине тытса пыма çут çанталăкĕ те, çÿлти Турри те, хамăр тимлени те, çынсем пулăшни те хĕмлентерсех тăрать. "Ĕç çеç çынна çын тăвать", – тесе ваттисем ахаль каламан.

Сăмахăм паян пĕрре тытнă ĕçе вĕçне çитерме хăнăхнă çирĕп чунлă çын çинчен пырать. Пултаруллă çын магнит тытнă пек хăй патне туртать. Шăпах çавăн пек çынччĕ те 1937 çулхи январĕн 1-мĕшĕнче II Хурашаш ялĕнче хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ Алексей Дмитриевич Мокин. Мĕнлерех уроксем паратчĕ тата. Кĕскен те чи кирлине çеç ачасене яланах асра юлмалла ăнлантарма пултарни çителĕклех палăратчĕ унра. Эпĕ, Тури Çĕрпÿкассинче çуралнăскер, хама Алексей Дмитриевич 4-мĕш класран пуçласа 6-мĕш класс таран музыкăпа истори вĕрентнинчен те çакна çирĕплетме пултаратăп. Вăл пирĕн класс ертÿçи те пулнă. Унра хавхалантару вăйĕ иксĕлми пулнинчен тĕлĕнеттĕм. Çулсерен пионер организацийĕ çуралнă кун, майăн 19-мĕшĕнче, Урпаш, Хăмаркка, Тури Çĕрпÿкасси тата Етĕрне районĕнчи Мăн Явăш шкулĕсенче вĕренекен ачасем хушшинче мĕнле кăна вăйă выляттармастчĕ пуль, юрă-ташăра та ăмăртусем ирттеретчĕ. Алексей Дмитриевич ертсе пынипе Етĕрне районĕнчи Тури Ачакра, Шемертенре, Пупăльте, Мăн Явăшра, хамăр районти Анат Çĕрпÿкассинче тата ытти юнашар ялсенче эпир темĕн чухлĕ юрланă-ташланă, çынсене савăнтарнă.

Кашни çыннăн пурнăç çулĕ тĕрлĕрен. Алексей Дмитриевичăн ачалăхĕ пачах çăмăл пулман. Унăн ашшĕ Аслă Аттелĕх вăрçинче Тăван çĕр-шыва хÿтĕлесе паттăррăн çапăçса пуçне хунă. Виçĕ ача амăшĕ, йывăр хуйха тÿсеймесĕр, вăрçă хыççăн нумай та пурăнайман. Витя пиччĕшне çутнă лампăна краççын (краççын мар, бензин пулнă иккен) янă чухне, çулăм çавăрса илнĕ. Çунакан кĕлеткепе часрах кил хушшине тухса юр çинче йăваланни те ăна çăлса хăварайман. Толя пиччĕшĕн те кун-çулĕ кĕске пулнă: çамрăксемпе пăрлă юхан шыв урлă тавлашмалла ишсен чире кайса вилнĕ. Пĕчĕк Алешкăна Толя пиччĕшĕн арăмĕ, инкĕшĕ, пăхса çитĕнтернĕ.

...Вăл Хурашаш салинче çичĕ класс пĕтернĕ. Тÿрех малалла вĕренме кайма май килменнине пула икĕ çул хушши колхозра лашасемпе вăкăрсем пăхнă. Шăпах И.В.Сталин вилнĕ çул, 1953 çулта, Штанашри вăтам шкула 8-мĕш класа вĕренме кайнă. Ялтан унпа пĕр класра Аркадий Иванов, Александр Семенов вĕреннĕ. Тепĕр çулне Александр Ярандайкин Штанаша вĕренме çÿренĕ. Пĕр класра ăс пухнă А.Г.Семенов ачалăха аса илсе çапла каласа пачĕ: "Пиртен çĕлетнĕ кĕпе-йĕмпе, çăпатапа, пир сумкăпа шкула кайнă. Кашни кун киле çÿренĕ. Алешăн вĕреннĕ чухнех ачасене ертсе пырас ăсталăхĕ питĕ пысăкчĕ. Ун чух вăрман урлă пĕр Штанаш вăтам шкулĕ çеç пулнă, çавăнпа та унта питĕ нумай ача вĕренме çÿретчĕ. 8-10-мĕш классем тăватшар та пурччĕ. Çав классем хушшинче юрă-ташă смотр-конкурсĕсенче Алешка Мокин ертсе пынипе пирĕн класс яланах пĕрремĕш вырăна тухатчĕ... Пĕррехинче, шкултан таврăннă чухне, Тракушкăнь ялĕнчи Александр Макаров хура пальто, шур чусăнкки тăхăннăскер, хĕрсемпе выляса пыратчĕ, ун çине пăхса Алешка çапла каларĕ: "Санька, эпир çакăн пек çи-пуç хăçан тăхăнса курайăпăр-ши;" Паллах, ачалăхри йывăр самантсем чуна ыраттарнă, шутлаттарнă...

Зинаида Григорьевна Осипова, качча пырсан Мокинсемпе урам урлă пурăнаканскер, Штанаш шкулĕнче трахсестрара ĕçленĕ чухнехине аса илсе Алексей Дмитриевич сцена çинче чĕр куççийĕ çĕтĕк йĕмпе ташланине каласа кăтартни те асăмра. Вара ăна, тăлăхскерне, шкул директорĕ Григорий Петрович Казаков спорт костюмĕ илсе панă. Учительсем пĕрле пухăнса çăнăх илсе панине те каласа паратчĕ Алексей Дмитриевич. Чăваш Республикин тата РСФСР-ăн тава тивĕçлĕ учителĕ, Вĕренÿ ĕçĕн халăх отличникĕ Зоя Платоновна Прокопьева, унăн класс ертÿçи пулнăскер, тăлăх Алешкăна шеллесе фуфайка та туянса панă. Шартлама сивĕ çанталăксенче мăн шальăпа пите-куçа, тута-сăмсана картласа, пилĕкрен хыçалалла çыхса шкула кайнă. 1956 çулта вунă класс пĕтернĕ.

Штанаш шкулне пĕтернĕ хыççăн 1957 çулта Тăван çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе пурнăçлама Совет Çарне кайнă. Камчаткăра икĕ çул службăра тăнă. Салтакран таврăнсан 1959 çулхи октябрĕн 16-мĕшĕнчен пуçласа тăван ялта клуб заведующийĕнче ĕçленĕ. Ял çамрăкĕсемпе спектакльсем, концертсем лартнă. Пултаруллă çамрăка районтисем тÿрех асăрханă. 1961 çулта ăна районти культура пайĕн инспекторĕн ĕçне шаннă. Кунта та ăсталăхпа, пуçарулăхпа палăрма ĕлкĕрнĕскере, районти ВЛКСМ инструкторне те, ВЛКСМ райкомĕн иккĕмĕш секретарьне те суйланă. Тури Çĕрпÿкассинче аслă пионервожатăй кирлине пула комсомол направленийĕпе ăна шкула ĕçлеме янă. Пултарулăхне кура А.Мокина музыка, истори урокĕсене вĕрентме шаннă. Шкулта ачасемпе ĕçлесси ăна ытларах килĕшнине ăнланнă каччă. Ĕçленĕ хушăрах куçăмсăр майпа И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче ăс пухнă, 1968 çулта унтан вĕренсе тухса историпе обществоведени учителĕн специальноçне алла илнĕ. Çав çулах ĕçе çÿреме инçе мар тесе вăл I Хурашашри сакăр çул вĕренмелли шкула историпе физкультура урокĕсене вĕрентме куçать. Чунне парса ĕçлекен Алексей Дмитриевич ачасене пултарулăх смотрĕн хорĕпе, ташăпа, "Зарница" вăйăпа районта мала тухнăшăн шкул директорĕ Никон Андреевич Григорьевский тав сăмахĕсене темиçе хутчен те унăн ĕç кĕнекинче палăртнă. 1970 çулхи апрелĕн 15-мĕшĕнче ăна çамрăк ăрăва тĕрĕс воспитани панă çĕрте ырми-канми ĕçленĕшĕн В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă медальпе чысланă. Пултаруллă педагога 1972 çулта Хусанушкăнь вăтам шкулĕн директорĕ Геннадий Иванович Кочетков 4-10 классенче истори урокĕсене вĕрентме чĕнет. Тепĕр икĕ çултан воспитани тата класс тулашĕнчи ĕçсен организаторĕнче тимлеме пуçлать. Çав çул эпĕ те комсомол райкомĕ янипе аслă пионер-вожатăйра педагогсен династине малалла тăсса пĕрремĕш ĕç кунĕсене çÿреме пуçланă. Юрий Яковлевич Сидоров физкультурăпа çар ĕçне вĕрентме çак çул пуçларĕ. Каярахпа ОБЖ та чылай çул вĕрентрĕ. Тепĕр çултан Штанашра пĕрле вĕреннĕ Александр Гаврилович Семенов малтанласа библиотекăра ĕçлерĕ, кайран кĕçĕн классене вĕрентрĕ. Алексей Дмитриевичпа пĕрле ĕçленисене пурне те асăнса çитерме те çук. А.Мокинпа пĕрле ĕçленĕ çулсенче концертсемпе, спектакльсемпе ăçта кăна çитмен пулĕ эпир. Ялсенче ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕсем пĕртте учительсен пултарулăх номерĕсемсĕр иртмен. Пирĕн вăтам шкулта ачасен йышĕ пĕчĕк марччĕ. Директор çумĕнче ĕçленĕ чухне классем хушшинче мĕнле кăна ĕçсем тумастчĕ пуль вăл. Ташă-юрă конкурсĕсем питĕ хĕрÿ иртетчĕç. Пĕр учитель юлми йĕркеленĕ хора та, вокал ушкăнне те, ташă ушкăнне те аслă классенчи вĕренекенсене явăçтаратчĕç.

Ял Канашĕн территорине кĕнĕ çичĕ ялти пултаруллă çынсем те мĕн чухлĕ çÿретчĕç унăн хорне, ташă ушкăнне. Учитель-и вăл, медицина ĕçченĕ-и, колхозник-и, бухгалтер-и, ниçта та ĕçлемен çын-и – пурте савăнсах хутшăннă ун ансамбльне. Ялсем хушшинче те концертсем йĕркелесен хăй çуралнă II Хурашаш ялĕ мала тухатчĕ. 1975-1995 çулсенче Алексей Дмитриевич хатĕрленĕ юрă-ташă смотр-конкурсĕсенче районта нумай çул хушши малти вырăнсене йышăнаттăмăрччĕ.

И.Я.Данилов "Красночетайский край" историллĕ очерксенче А. Д.Мокин хамăр районта чи малтан чăвашсен авалхи йăла-йĕркине концертсенче кăтартма пуçлаканĕ тесе палăртать. Пултаруллă педагогра мĕн чухлĕ талант, ăсталăх, ертсе пыраслăх. Обществăлла ĕçре те вăл хастарлăхпа уйрăлса тăратчĕ. Унтах вăл ним улшăнми нумай çул тăрăшса ĕçленĕ пропагандист-политинформатор пулнине те çырнă.

Акă 1978 çулта йĕркеленĕ хорта хамăр шкулта ĕçлекен учительсем: Р.Андреева (Иванова), Г.Филиппова (Нагорова), С.Яруткина (Дмитриева), Ф.Пашкуртова (Иванова), В.Харитонова, Ю.Федорова, Е.Петрова, Л.Долгова, Б.Толстов, Г.Праулов, М.Сидоров, Г.Ядранский, А.Семенов, Ю.Сидоров, В.Алякин, И.Петров, В.Якимов, В.Корнилов, Ю.Черендеев, В.Харитонов, В.Ядранский баянист, Алексей Дмитриевич дирижер тата шкул шоферĕ В.Кудряшов, Ленин ячĕллĕ колхозăн пĕрремĕш трактор бригадин бригадирĕ Ю.Андреев, колхоз техник-инженерĕ Ю.Герасимов, В.Ядранский, Т.Федорова, Н.Фадеева, В.Арапова, А.Дмитриева, М.Филиппова, Л.Макарова, Т. Осипова, З.Чамашкина, В.Ратников баянист тата аслă классенче вĕренекенсем. Темиçе саспа юрлаттаратчĕ. Мĕн пысăкăш хор вĕт-ха! Ташшисем тата... Таçтан та шутласа тупма пултаратчĕ чăваш ташшин хусканăвĕсене. Чăваш йăли-йĕркине пĕлни, ачалăхра аслисем ташланине астуса юлма пултарни, пултарулăхĕ, ăсталăхĕ пулăшнă ĕнтĕ ăна. Паллах, Алексей Дмитриевич тар тăкмасăр халăх умне нихăçан та якатса çитермен номерпа тухман, кăлармастчĕ те хăйĕн ĕçне чунтан парăннă, тĕплĕ тума хăнăхнă ăстаçă. Алексей Дмитриевич хатĕрленĕ "Сарманча", "Кария", "Çырлара", "Карусель", "Шупăр ташши", "Тутар ташши", "Вырăс ташши", "Цыган ташши" тата тĕрлĕ ташă халăх кăмăлне кайнине пула республикăн тĕрлĕ хулисен (Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Пăрачкав, Улатăр, Çĕмĕрле тата ытти те) сценисем çинче ташлама тивĕçрĕмĕр. 1977 çулта акăлчан чĕлхи учителĕ, Валерий Павлович Ядранский баянист, кĕçĕн классен учителĕсем Раиса Ивановна Адреевапа Александр Гаврилович Семенов, эпĕ – чăваш чĕлхипе литератури учителĕ, истори учителĕ (вăл ертÿçĕ) Алексей Дмитриевич Мокин, вуннăмĕш класра вĕренекенсем Людмила Захаровапа Зоя Чамашкина Шупашкарта телевидени студийĕнче "Тантăшсем" ятлă юрăпа ÿкерĕнтĕмĕр. Тĕрлĕ çĕрте пире паллă фольклор ансамблĕ пулнине пĕлсе ăшшăн йышăнатчĕç, тăвăллăн алă çупатчĕç. Пире, чăваш çи-пуçĕллĕ (шупăрсемпе, чăваш кĕписемпе, çăпатасемпе) артистсене, пур çĕрте те хапăл тăватчĕç. Ун чух пире Ленин ячĕллĕ колхозăн автобусĕпе Николай Степанович Филиппов водитель илсе çÿретчĕ.

Алексей Дмитриевича пархатарлă ĕçĕшĕн 1980 çулта "Чăваш АССР-ĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ" хисеплĕ ята пачĕç. Чыса тивĕçнĕ вĕрентекенĕн çăл куçла тапса тăракан пултарулăх вăйĕнчен нумай тĕлĕнеттĕмĕр.

А.Д.Мокин ăс панă кирек мĕнле ача та ăна лайăх вĕрентекен тесе асăнса пурăнать. Районтан итлеме килекенсем яланах унăн урокĕсем çÿллĕ шайра иртнине палăртса хăваратчĕç. Эпир те, пĕрле ĕçлекенсем, унран вĕренес шутпа уроксене итлеме сахал мар çÿренĕ. Вăл – пирĕн Вĕрентекенĕмĕр. Унăн ĕçне пысăка хурса хакланă. Ăна 1978 çулта "Хисеп палли" орденпа, "Ĕç ветеранĕ" медальпе чысланă, 1982 çулта "Чăваш АССР-ĕн тава тивĕçлĕ учителĕ" хисеплĕ ята панă. Чăваш КПСС обкомĕн тата Чăваш АССР-ĕн Министрсен Канашĕн Хисеп хутне, чылай диплома тивĕçнĕ.

Алексей Дмитриевич спортпа та питĕ туслăччĕ. Сывă пурнăç йĕркине çирĕп пăхăнакан çынччĕ. Çулла çуран нумай чупатчĕ. Хĕлле Хурашашран Хусанушкăне йĕлтĕрпе çÿретчĕ. Шкул е район шайĕнчи ăмăртусене яланах хутшăнатчĕ, хăйĕнпе пĕр çулхисем хушшинче малтисен ретĕнче пулатчĕ. Волейболла выляма та ăстаччĕ. Астăватăп, хамăр шкулăн спортзалĕнче хĕрарăм учительсем (эпир те шкул, колхоз, ял Канашĕн чысне сахал мар хÿтĕленĕ) командипех ăна пĕччене хирĕç вылярăмăр. Тĕлĕнмелле! Вăл пĕччен пулсан та эпир улттăн ăна выляса ятăмăр. Вăт çын-тăк çын! Кирек мĕнле ĕçре те хисеплĕччĕ, маттурччĕ, маçтăрччĕ, хастарччĕ.

Вăл Хусанушкăнь шкулĕнче 26 çул ĕçленĕ хыççăн 1999 çулта тивĕçлĕ канăва тухрĕ. Спорта пачах пăрахмарĕ. Тĕнчери, çĕр-шыври, республикăри, районти, вырăнти лару-тăрупа яланах интересленсех тăратчĕ, çынсемпе курнăçатчĕ, канашлатчĕ, сĕнÿсем паратчĕ. Пурнăçра вăл шÿтлеме, çынсене хавхалантарма пултаракан çынччĕ. Мăшăрĕпе, Альбина Вячеславовнапа, юратупа килĕшÿре виçĕ ача çуратса ÿстерчĕç, пурнăç çулĕ çине тăратрĕç. Анчах та питĕ шел, йывăр чирлесе выртнă хыççăн Алексей Дмитриевич 2006 çулхи октябрĕн 13-мĕшĕнче 69 çулта ĕмĕрлĕхех куçне хупрĕ.

Алексей Дмитриевич Мокин сăнарĕ пирĕн асăмра яланах пурăнĕ. Ыран, майăн 31-мĕшĕнче, районти ташă фестивальне Хусанушкăнь ял тăрăхĕнче Алексей Дмитриевича халалласа ирттерме палăртни те унăн ырă та пархатарлă ĕçĕ-хĕлĕ манăçманнине пĕлтерет.

 


Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика